АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яковлев вулавĕсем

22 апреля 2021 г.

Яковлев вулавĕсем

 

Трак енри шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ тăван чĕлхе пĕлтерĕшне тата ăсталăха ÿстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç туса ирттерет.

Нумаях пулмасть вĕсен пĕр ушкăнĕ Шупашкарти Наци вулавăшĕнче Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕ йĕркеленĕ «Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ: вĕрентÿ ыйтăвĕсем» «çавра сĕтеле» хутшăнчĕ. Унта «Иван Яковлев хайлавĕсенчи халăх ăсталăхĕ» тата «Чăваш çырулăхĕн аталану çул-йĕрне тĕпчекенĕ — Николай Петров профессор» темăсемпе Зинаида Михайлова, Виталий Михайлов, Светлана Петрова тата Людмила Тихонова вĕрентекенсем тухса калаçрĕç. «Çавра сĕтел» хыççăн вĕсем Наци вулавăшĕн музейне кĕрсе курчĕç, учреждени кун-çулĕпе çыхăннă экспонатсемпе тата стендсемпе паллашрĕç. «Çавра сĕтелĕн» иккĕмĕш пайĕнче «Çеçпĕл çулĕпе» интерактивлă экскурси иртрĕ. Вĕрентекенсем наушниксем тăхăнса хула урамĕсем тăрăх утрĕç, онлайн мелĕпе Çеçпĕл Мишши поэт пурнăçĕн ĕçĕ-хĕлĕ тата Шупашкар хула историйĕ çинчен итлерĕç. Юлашкинчен Атăл çыранĕ хĕрринче çĕнĕрен вырнаçтарнă наци об±екчĕсемпе паллашрĕç, Çеçпĕл музейне çитсе курчĕç.

ЧНКан вĕрентÿ комитечĕ тата конгресăн хамăр районти уйрăмĕ йĕркеленипе онлайн мелĕпе «Яковлев вулавĕсем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Иван Яковлев Аслă Вĕрентекен «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул çитнине халалларĕç. Унта Трак енри шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем çак темăсемпе тухса калаçрĕç: «И.Я. Яковлев пултарулăхĕн чăваш ача-пăча литературин аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ» /Ирина Герасимова, Еншик Чуллă/, «Иван Яковлевăн педагогикăри принципĕсем» /Ирина Козлова, Кĕçĕн Шетмĕ/, «Чăваш чĕлхи — кулленхи пурнăçра, тĕнче талккăшĕнче, интернет уçлăхĕнче» /Виталий Михайлов, Красноармейски шкулĕ/, «Сирĕн автан çапла-и? И.Я. Яковлевăн дидактикăлла «Автан» калавĕ тăрăх»/ /Зинаида Михайлова, Красноармейски шкулĕ/, «И.Я. Яковлевăн сывлăха сыхлассипе çыхăннă ĕçĕ-хĕлĕ» /Светлана Назарова, Мăн Шетмĕ/, «Чăваш çырулăхĕн аталану çул-йĕрне тĕпчекенĕ — Николай Петров профессор» /Светлана Петрова, Упи тата Людмила Тихонова, Пикшик/, «И.Я. Яковлев халалĕ вилĕмсĕр» /Р. Яковлева, Чатукасси/. Конференци ĕçне ЧНКан районти уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова ертсе пычĕ.

Мероприятие ЧНКан вĕрентÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров та хутшăнчĕ. Вăл вĕрентекенсене темăсене тĕплĕн суйласа илсе тарăннăн тĕпченĕшĕн, район шайĕнче сумлă ĕç туса ирттернĕшĕн тав турĕ, пархатарлă ĕçре ăнăçу сунчĕ. Педагогсем филологи наукисен докторĕн, Николай Петров профессорăн Тусай ялĕнчи тăван çурчĕ çине Асăну хăми çакмашкăн районти Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленине сĕнÿпе тухрĕç. В. МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика