АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернационалист салтаксене асăнса — ăмăрту

22 апреля 2021 г.

Тулли мар яваплă «Чулхула трансгаз Газпром» пĕрлешĕвĕн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа спорт комплексĕнче Афганистан çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçласа паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă ентешсене — Çĕнĕ Йĕкĕтре çуралса ÿснĕ Валерий Кацова тата Енĕшкассинчи Виталий Степанова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей шайĕнчи уçă турнир пулнă.

 

Кăçал асăннă ăмăртусем 36 хут иртнĕ. Турнира Чăваш Енри, Чулхула облаçĕнчи, Тутар тата Мари республикисенчи 287 спортсмен хутшăннă.

Спорт уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов, Мускаври ентеш офицерсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăх правленийĕн членĕ, техника наукисен докторĕ Владимир Архипов полковник /Çĕнĕ Йĕкĕт/, Виталий Степановăн шăллĕ Иван Степанов, «Трак ен» ентешлĕх членĕ Андрей Шестаков, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Семенов, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Григорьев, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Вольник» спортклуб ертÿçи Алексей Григорьев, РФ Аслă сучĕн отставкăри хисеплĕ судйи Вячеслав Яковлев, Иван Иванов, Владилен Степанов, Константин Степанов, Николай Юманов, Николай Дмитриев, Альберт Чаховский интернационалист салтаксем савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Александр Николаевич ăмăрту йĕркелÿçисене, спортсменсене ăнăçу суннă, район администрацийĕ «Паттăрсен аллейи» проект эскизне хатĕрлессипе ĕçленине пĕлтернĕ. «Пирĕн паттăрсене асра тытмаллах», — палăртнă район ертÿçи.

Спорт уявĕнче «Çĕнтерÿ ялавĕ патĕнчи часовой» акцие старт панă. Красноармейски вăтам шкулĕн кадечĕсен ялавçисен ушкăнĕ зала 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ ялавне илсе кĕнĕ.

Ăмăрту çивĕч кĕрешÿре иртнĕ. Унта Трак енсем те палăрнă. Арçын ачасем хушшинче Елисей Алексеев /26 кг виçе/ тата Владимир Дмитриев /30 кг/ 3-мĕш вырăн йышăннă, спорт уявĕн парнисене тивĕçнĕ. Хĕр ачасен хушшинче /29 кг/ Мария Александрова — пĕрремĕш, Алекса Сидорова виççĕмĕш пулнă. Людмила Александрова /42 кг, 2-мĕш/, Августина Михайлова /45 кг, 3-мĕш/, Камилла Александрова /51 кг, 3-мĕш/, Валерия Петровăпа Екатерина Лыскова /70 кг, 2-мĕшпе 3-мĕш/ мала тухнă.

 

Георгий БОРЗИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика