АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тĕп тĕллев — çынсене пулăшасси

22 апреля 2021 г.

Пирĕн тĕп тĕллев — çынсене пулăшасси

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна туса хунăранпа 30 çул çитрĕ. Çак тапхăрта тытăм çĕр-çĕр çынна ĕçпе тивĕçтерес, çĕнĕ профессие, специальноçа вĕрентес тĕлĕшпе сахал мар ĕç турĕ.

 

Çак кун патшалăх службин ĕçпе тивĕçтерес тытăмĕнче тăрăшакан специалистсен чăн-чăн професси уявĕ пулса тăчĕ. Вĕсем чыслă, пархатарлă ĕçе пурнăçлаççĕ — йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене патшалăх енчен пулăшу кÿреççĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен служба çак тапхăрта ĕç рынокĕнчи çивĕч ыйтусене тухăçлă татса пама пултаракан тытăм пулнине туллин çирĕплетрĕ. Ĕçсĕррисене патшалăх паракан пулăшу мерисем çуллен анлăланса пырççĕ, вĕсен пахалăхĕ ÿсет, çынсем тата ĕçпе тивĕçтерекенсем валли çĕнĕ мелсем уçăлаççĕ.

Пирĕн центра ĕç шыраса, ку енĕн çĕнĕлĕхĕсене пĕлес тесе куллен вуншар çын килет. Вĕсем нихăçан та пусăрăнчăк кăмăлпа тухса каймаççĕ. Пирĕн специалистсем вĕсене ыранхи кунăн шанчăклăхне парнелеме тăрăшаççĕ: психологи пулăшăвĕ параççĕ, çĕнĕ специальность илме витĕм кÿреççĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшаççĕ.

30 çул хушшинче пирĕн тытăм Трак енре çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес тата организацисенче вĕсене сыхласа хăварас, ĕçсĕр тăрса юлнисене çĕнĕ професси пĕлĕвĕ парас, çул çитменнисене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес, предприниматель ĕçне явăçтарас, уйрăм ĕç пуçарса ярас кăмăллисене пулăшу кÿрес тĕлĕшпе сахал мар вăй хучĕ.

Кăштах центр кун-çулне аса илер-ха. Виçĕ теçетке çул хушшинче пирĕн специалистсем патне ĕç шыраса Трак енри 19 пин çын пынă, 15 пинĕшне ĕçпе тивĕçтерме май килнĕ. Çак тапхăрта ĕçсĕр 1117 çын çĕнĕ ĕç тупма, квалификаци илме пултарнă. Вĕсенчен 50-шĕ — пенси çулне çывхаракансем тата 38-шĕ — виçĕ çула çитмен ачаллă хĕрарăмсем. 26 пин çынна тата шкулсенче вĕренекенсене професси ориентацийĕ пама май килнĕ, 600 ытла çын тематикăллă тренингсемпе семинарсене хутшăннă. 1994 çултанпа эпир çул çитмен 8 пин ытла çамрăка вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма пултартăмăр. Ĕçсĕр 261 çын хăйсен ĕçне пуçарса ячĕ. Обществăлла ĕçсене 2,1 пин çынна хутшăнтарнă.

Трак енре ĕçпе тивĕçтерекен тытăма йĕркелесе яраканĕ Юлия Молокина пулнă. Вăл центр директорĕнче 1991-1994 çулсенче вăй хунă. Ун хыççăн 12 çул çак лава Надежда Иванова туртса пынă. Эпĕ центр ертÿçинче 2007 çултанпа тăрăшатăп.

Шанас килет, пирĕн тытăмра вăй хуракансем ĕçсĕр тăрса юлнисене тивĕçлĕ пулăшу кÿрес, ĕçпе тивĕçтерекенсене шанчăклă кадрсем тупса парас, хÿтлĕхсĕр тăрса юлнисене Конституци прависемпе туллин тивĕçтерес енĕпе малашне те хăйсенчен мĕн килнине туллин пурнăçласа пырĕç.

 

Иван КОЗЛОВ,

ЧР Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин халăха ĕçпе тивĕçтерекен хысна учрежденийĕн Красноармейски районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика