АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ курăка çунтарма юрамасть

22 апреля 2021 г.

Сивĕ хĕл хыççăн тинех ăшă кунсем çитрĕç, анчах та тепĕр йывăрлăх кăларса тăратрĕ çурхи ăшă çанталăк районти пушар хуралĕнче ĕçлекенсен умне. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе район территорийĕнче иртнĕ эрнере çеç типĕ курăка çунтарнипе 4 пушар алхаснă. Вĕсене сÿнтерме 32-мĕш пушар хуралĕн ĕçченĕсем хутшăннă. Виçĕ çынна типĕ курăка тивретсе янăшăн штраф парса айăпланă.

Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсакан çынсене административлă майпа айăплама пултараççĕ, штрафĕ 2000-4000 тенкĕне яхăн. Çунакан курăкран сиксе ÿкнĕ çулăмран çурт-йĕр кĕлленсен уголовлă майпа явап тыттараççĕ.

Тата çакна асăрхаттарса хăварас пулать, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн республика территорийĕнче ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа пушарпа кĕрешмелли çирĕп режим йышăннă. Ун вăхăтĕнче кăвайт чĕртме, типĕ курăксене тивретсе яма, шашлăксем пĕçерме, коммуналлă каяшсене çунтарма тата пушар кăларакан ытти ĕç тума юрамасть.

 

Михаил Кожаков,

патшалăх пушар хуралĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ,

шалти служба майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика