АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыннăн сывлăхĕ — хăйĕн аллинче

22 апреля 2021 г.

Сывлăх çирĕплĕхĕ камран тата мĕнрен килет? Çынсем мĕншĕн чирлеççĕ? Çак тата ытти ыйтăва хуравлама Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин тухтăрне Елена ЕГОРОВĂНА сĕнтĕмĕр.

 

— Елена Михайловна, сывлăхлă пулас тесен мĕн тумалла-ха?

— Кунта çĕннине нимĕн те шухăшласа кăларма кирлĕ мар. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла: тĕрĕс апатланмалла, кунсерен çителĕклĕ хускану тумалла, пирус туртмалла мар, эрехпе иртĕхмелле мар. Николай Амосов тухтăр сăмахĕсене каласа хăварас килет: «Нумай чиршĕн общество, çут çанталăк айăплă мар, çын хăй кăна айăплă. Ытларах чухне кахалран е хăйне тытма пĕлменрен чирлет. Сывлăхлă пулассишĕн çыннăн хăйĕн тăрăшмалла».

— Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканăн кун йĕрки мĕнлерех пулмалла?

— Çын иртен пуçласа каçчен йывăр е пуçпа шутламалли ĕçре канмасăр ĕçлени сывлăха питĕ пысăк сиен кÿрет. Ытлашши спорт та тĕрлĕ чир патне илсе çитерме пултарать. Çавăнпа ĕçпе кану вăхăтне яланах тĕрĕс шайлаштарса пымалла. Ĕçленĕ, йывăр хусканусем тунă хыççăн организма кантармалла.

— Тĕрĕс апатланăвăн хăш йĕркисене çирĕп пăхăнмалла?

— Сывлăх мĕнле апатланнинчен те питĕ нумай килет. Кунне 3-5 хутчен виçеллĕ çимелле. Кунĕпех ларса ĕçлекен çын сахал хускану тусан, çав вăхăтрах пĕрмай çисен самăрăлса каять. Кĕлеткен пысăк виçи чире ярать. Йывăр ĕçлесен, апатне çителĕклĕ çимесен çын начарланать. Ку та сывлăхшăн сиенлĕ. Рационта тĕрлĕ тĕслĕ апат-çимĕç пулмалла. Кашни кунах е сĕт, е уйран, е турăх, е тăпăрчă çиме тăрăшмалла. Вĕсенче организма кирлĕ белок, кальци, тĕрлĕ витамин пур. Кăлпасси вырăнне аш çимелле. Организма кунне 400-500 граммран кая мар пахча çимĕç кирлĕ. Пулă сывлăхшăн питĕ усăллă, ăна эрнере икĕ хутчен кая мар çимелле. Сахăра вара «шурă вилĕм» тесе калаççĕ. Ăна сахалтарах çиме тăрăшмалла, кунне 6 чей кашăкĕнчен ытла мар. Пылак çимĕçе: канфет, печени, торт — сахалтарах çиме тăрăшмалла.

— Елена Михайловна, çирĕп сывлăхлă пулас тесен тĕрĕс апатланни кăна çителĕклĕ-и?

— Тĕрĕс апатланни вăл сывă пурнăçăн пĕр енĕ кăна. Кунсерен хускану тумасан çирĕп сывлăхлă пулма май çук. Хускану – вăл пурнăç, пурнăç – вăл хускану тенĕ ĕлĕкренех. Кашни ир 10-15 минут гимнастика тăвассине, кунсерен 30 минутран сахал мар утмаллине йăлана кĕртмелле. Çакă чĕре, сывлав органĕсен ĕçне лайăхлатать, шăмăсене, иммунитета çирĕплетет, холестерин шайне пĕчĕклетет.

— Сиенлĕ йăласем сывлăха мĕнле сиен кÿни пирки те каласа кăтартăр-ха.

— Тĕрĕс апатлансан та, кунсерен хускану тусан та пирус туртакан, эрех ĕçекен çын çирĕп сывлăхлă пулаймасть. Нумайăшĕ алкоголизм вĕсене пырса тивмест тесе шухăшлать. Çак амакпа кашниех чирлеме пултарать. Эрех çынна хăйĕн чури туса хунисĕр пуçне унăн сывлăхне хавшатать, шалти органсене амантать. Ĕçекенсем пĕвер циррозĕпе, чĕре инфаркчĕпе, инсультпа, туберкулезпа 3-4 хут ытларах чирлеççĕ. Пирус сиенĕ çинчен пĕлмен çын та çук пулĕ. Анчах шута илекен, шел те, сахал. Кашни пирус туртмассерен организма тĕтĕмпе пĕрле тĕрлĕ сиенлĕ япала лекет, вĕсем пухăнса пырса шалти органсене амантаççĕ. Нумайăшĕн чĕрепе юн тымарĕн, вар-хырăм чирĕсем пуçланса каяççĕ. Туртакансене ытларах инсульт, чĕре инфаркчĕ аптăратаççĕ. Сывлăш органĕсен рак чирĕпе чирлекенсенчен 80% — пирус туртакансем.

— Елена Михайловна, кулянмасăр, çилленмесĕр пурăнма çук. Капла сывлăха мĕнле упраса хăврмалла-ха?

— Чăнах та, лăпкă пурăнаймастăн. Кулянни сывлăха сиен ан кÿтĕр тесен хăвăра япăх туйнă вăхăтра çывăх çынпа чуна уçса калаçма, уçă сывлăшра çÿреме, юрă-кĕвĕ итлеме тăрăшмалла. Пĕр-пĕр ыйтăва хăвăр тĕллĕн татса пама май çук пулсан специалистсенчен, психологран пулăшу ыйтма именмелле мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика