АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт мĕншĕн йÿнĕ?

22 апреля 2021 г.

Çуркунне çитнĕ май сĕт хакĕ чакма тытăнни ял çыннине пăшăрхантарать. Çивĕч ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен планеркăра хускатнă.

 

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра хальхи вăхăтра 86,4 пин ĕне. Çав шутра 60 проценчĕ хушма хуçалăхсенче шутланать. Иртнĕ çул вĕсене субсиди пани кĕтĕве упраса хăварма пулăшнă. Унччен республикăра çулсерен ĕне хисепĕ 3,5 процента яхăн чакса пынă-тăк, пĕлтĕр çак кăтарту 1 процентран та пĕчĕкрех пулнă.

— Юлашки çичĕ çулта хушма хуçалăхсенче сĕт туса илесси 66-ран 55 процент чакнă. Çав хушăрах предприятисемпе фермер хуçалăхĕсенче кăтарту ÿснĕ. Тĕллев — хушма хуçалăхсенче выльăх йышне, ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче производствăна упраса хăварасси, — палăртнă Сергей Геннадьевич.

Çуркунне енне çĕршывĕпех, çав шутра федерацин Атăлçи округĕнче те çулсерен сĕт йÿнелни паллă. Федерацин Атăлçи округĕнче ĕне выльăх йышлă усранă май /31%/ чĕр тавар хакĕ ытларах та чакать.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енри хушма хуçалăхсенчен усламçăсем туянакан хаксем федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи суб±ектсенчи вăтам кăтартупа килĕшсе тăраççĕ. Республикăра пурăнакансенчен 1 л сĕте вăтамран 19,6 тенкĕпе йышăнаççĕ. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 8,3 процент пысăкрах.

Министр сăмахĕпе çур енне ĕнесем йышлă пăруланăран сĕт ытларах туса илме тытăнни, ял аякра вырнаçни, сĕт калăпăшĕ, пахалăхĕ те хака витĕм кÿреççĕ. Рынокра чĕр тавар нумай пулсан вăл йÿнелет. Предприятисенче сума, сивĕтме ятарлă оборудованипе усă курнăран хаклăрах сутаççĕ. Ял çыннин ун пек тума майсем çукрах. Çитменнине, хăшĕ-пĕри чĕр тавара шыв е ытти хутăш ярса пахалăхне япăхлатать. Кун пеккишĕн кам халă тÿлĕ? Юлашки вăхăтра лару-тăру лайăх енне улшăнма тытăннине те палăртмалла. Туянакансем сĕте тĕрĕслесе йышăнма пуçланă хыççăн йĕркене пăсакан сахаллансах пырать.

Хальхи вăхăтра ял çыннисене мĕн пăшăрхантарать? Сĕт хакĕн пысăк уйрăмлăхĕ. Мартăн 26-мĕшĕ тĕлне республикăра усламçăсем 1 л сĕте вăтамран 21,5 тенкĕпе йышăннă. Чи пысăк кăтарту Хĕрлĕ Чутай районĕнче — 26 тенкĕ. Кунта пиллĕкĕн — Тихоновсемпе «Свобода» колхоз, «Заготовки» общество, «Молочная усадьба» кооператив — пуçтараççĕ. Анчах хака ытлашши чакармаççĕ. Патăрьел тăрăхĕнче 40 ытла усламçă халăхран сĕт йышăнать. Пурин те пĕр хак /19 тенкĕ/ пулни тĕлĕнтерет. Элĕк районĕнче 1 л чĕр таваршăн 24 тенкĕ тÿленĕ пулсан, Улатăр, Комсомольски, Шăмăршă, Канаш, Йĕпреç тăрăхĕсенче — 18-19 тенкĕ. Тăвай районĕнче /25 тенкĕ/, Çĕмĕрле /24/, Етĕрне /24/ районĕсенче те хушма хуçалăхсенче ытлашши кÿрентермеççĕ. Муркаш тăрăхĕнче конкуренци çивĕччине пăхмасăр /пурĕ 21 пайтаçăпа предприяти/ 1 л чĕр таваршăн 20 тенкĕрен ытла паман. Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенче те лару-тăру çакăн пекех. Вăрнар енчи усламçăсем халăхран сĕте 20-24-шар тенкĕпе /1 л/ йышăннă. Уйрăмлăх 7 тенкĕ таран пулни халăха калаçтарать, лару-тăрăва çивĕчлетет. Ĕнене вăл е ку районта тытнине пăхмасăр тăкакĕсем, ĕçĕ-хĕлĕ пĕрех-çке.

— Пирĕн конкуренцие хавхалантармалла. Тÿрĕ кăмăллă мар конкуренци пирки тĕрĕслĕхсем те пур. Эпĕ кунта право органне явăçтарма сĕнесшĕн. Эпир мăйракаллă шултра выльăх тытакансене пулăшма бюджетран укçа уйăратпăр. Сĕт туянакансем, пуçтаракансем халăх илекен пулăшăва пĕтереççĕ. Вĕсем хушма хуçалăхсен сĕтне ниçта хума çуккине ăнланаççĕ, конкуренци çуккипе хăйсем пĕлнĕ пек хуçаланаççĕ, — палăртнă регион ертÿçи Олег Николев.

Çивĕч лару-тăруран мĕнле тухмалла? Сергей Артамонов çирĕплетнĕ тăрăх, туянакан сĕт хакне ÿстерме çакăн пек мерăсем йышăнаççĕ:

— кăçал сĕт нумай чухне ĕне тытакансене пулăшма паракан субсиди хисепне пысăклатнă, 158 млн тенкĕрен пуçласа 172 млн тенкĕ таран. Иртнĕ çул республикăри 35 пин хушма хуçалăх субсиди илнĕ. Пĕлтĕр ĕне пуçне 2300 тенкĕ уйăрнă пулсан, кăçал — 2400 тенкĕ;

— хушма хуçалăхсенчи ĕне тухăçлăхне, сĕт пахалăхне пысăклатас тĕллевпе выльăхсене искусствăллă майпа пĕтĕлентерме пулăшмашкăн уçса çÿрекен 10 пункт йĕркелемелле. Вĕсем «васкавлă пулăшу» мелĕпе ĕçлемелле. Çакна валли оборудовани хатĕрĕсем йăлтах пулмалла;

— ял халăх потребитель кооперативĕсене аталантарни, хушма хуçалăхсене унта явăçтарни «посредниксенчен» хăпма, сĕте пысăкрах хакпа сутма, патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пур;

— пĕчĕк хуçалăхсене патшалăх енчен пулăшни, çав шутра производствăна аталантарма «Агростартап» программа çĕнтерÿçисене грантпа тивĕçтерни;

— 2021 çултан малашлăхлă ĕç-хĕле — сыр хатĕрлессине — регионтан грант пама тытăнни;

— 2021 çулта сĕте тарăн тирпейлеме кирлĕ оборудовани туянма кайнă тăкакăн 30 процентне саплаштараççĕ;

— 2021 çулта продукцие маркировка тумашкăн субсидилеççĕ.

 

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

/«Хресчен сасси» хаçатран/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика