22 апреля 2021 г.
ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов Трак енре ĕçлĕ визитпа пулнă.
Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Кузнецовпа, ЧР сывлăх сыхлав министерствин «Васкавлă медицина пулăшăвĕн больници» учрежденин «Красноармейскинчи тĕп больница» филиалĕн заведующийĕпе Майя Григорьевăпа, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, «ТУС» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕпе Николай Угасловпа пĕрле районти тĕп сыватмăшра пулнă, унăн территорийĕнчи тирпей-илем, терапи корпусĕн /операци блокĕн, реанимаци уйрăмĕн/ юсав ĕçĕсемпе паллашнă, коллективпа тĕл пулнă.
Александр Николаевич çывăх вăхăтра территорире часовня тума тытăнасси пирки пĕлтернĕ, Николай Федорович сыватмăшăн ача-пăча уйрăмне çĕнĕ сĕтел-пукан парнеленĕ. П. СЕРГЕЕВ.