АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака ĕçĕсем пуçланнă

22 апреля 2021 г.

Ака ĕçĕсем пуçланнă

 

Ытларикун «Таябинка» агрофирма» пĕрлĕх Трак енре чи малтан хире çурхи культурăсем акма тухнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ çул çÿревпе районта пулнă май обществăн уй-хирĕсене çитсе курнă. Сергей Геннадьевич тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов кунти ĕçченсене яваплă тапхăр пуçланнă ятпа саламланă, çурхи ака ĕçĕсене кĕске тапхăрта ирттерме, кăçал тĕш тырăпа çĕр улмин пысăк тухăçне алла илме ăнăçу суннă. Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри чиркÿ настоятелĕ Александр протоиерей яваплă ĕç çи умĕн кĕл тунă, ырăлăх суннă.

Кăçалхи тухăçшăн тăрăшса кĕркунне пĕрлĕх 2509 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă, вĕсем япăх мар хĕл каçнă. Халĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4523 гектар çинче варăнтарма, 260 гектар çĕр улми лартмалла. Техникăлла культурăсем 1606 гектар йышăнмалла. Нумаях пулмасть вырăнти мехпарк 2 единица техникăпа /6235 пин тенкĕлĕх/ пуянланнă.

Трак енри ытти хуçалăхсенче те çурхи ĕçсем хĕрсе пыраççĕ: кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ, çĕртмене тухаççĕ, культиваци тăваççĕ, çĕр улмие яровизацилеме хураççĕ.

Сергей САМСОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика