АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

15 апреля 2021 г.

 

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… Хуйхă-суйхăпа, тавăрупа, тарăхупа тулнă куçсем, сăн-питсем… Нимĕç эшкерĕ хăйне чĕркуçлентерме, парăнтарма шутланă халăхшăн ĕмĕр-ĕмĕр сÿнми, манăçсăр вăл.

Пуçне усмарĕ çĕршывăмри нумай нациллĕ халăх… Алла хĕç-пăшал тытрĕ, тылра та паттăрлăхпа, хастарлăхпа палăрчĕ.

Çăмăлах килмерĕ Аслă Çĕнтерÿ!.. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн 125 киллĕ Пайсупин ялĕнчен 71 салтака тăван кĕтесре кĕтсе илеймерĕç, вĕсенчен 39-шĕ вăрçă хирĕн тĕрлĕ вырăнĕсенче пĕр сас-хурасăр, хыпарсăр çухалчĕç. Юратнă мăшăрĕсем, илĕртÿллĕ сăн-питлĕ ачисем хÿтлĕхсĕр, хаклă çыннисемсĕр тăрса юлчĕç. Мĕн чухлĕ вĕри куççулĕ пăчăртанса юхмарĕ-ши?

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине килĕренех пĕрерĕн çеç мар, икшерĕн те тухса кайнă. Шел пулин те, хăшĕ-пĕри икшерĕн те фронт хирĕнче выртса юлнă. Ентеш-паттăрсем тавра çыхăнтартăм-ха сăмахăма. Тата мăшăрсăр тăрса юлнă, ывăлне-хĕрне хăрах çунат айĕнче пăхса çитĕнтернĕ амăшĕсене те ят-хушаматпах асăнăп.

Хĕн-хур тата асап тÿснĕ нушаллă хĕрарăмсем халь пурнăç историне «салтак арăмĕсем» сăмахсемпе çыхăнчĕç. Хăрах çунат хÿтлĕхĕнче туттине те, выççине те тÿснисем «вăрçă ачисем» ятпа çуралчĕç тата пурнăç каçалăкĕ умне тăчĕç.

Манăн çуралнă ялăмра йышлăччĕ вĕсем, халь пÿрнесем çине хурса шутламалăх çеç юлчĕç.

Эпĕ хамăн историллĕ очеркра салтак арăмĕсене те, çавăн пекех вăрçă ачисене те сулахаялла пăрса хăварасшăн мар. Вулаччăр, пĕлччĕр вĕсен кун-çулĕ, пурнăçĕ пирки, ватти те, çамрăкки те чун-чĕрепе йышăнтăр манăçми ентешĕмĕрсене.   Г. ЕФИМОВ.

 

Ялти фронтовиксем

 Пайсупин ялĕн кун-çул историйĕ пуян. Çав пуянлăхра фронтран Аслă Çĕнтерÿпе таврăннă /тавах Турра/ ентешĕмĕрсен, каçарăр та, таврăнайманнисен тÿпийĕ те иксĕлми тесшĕн эпĕ. Аслă Çĕнтерÿ 76 çул тултарнă май, тăван кĕтесе ыррăн-сыввăн çаврăнса çитнисен йышĕ самаях нумайланчĕ. Тĕпчев, шырав ĕçĕсем пулăшрĕç кунта. Малтанлăха фронтовиксен йышне Красноармейски Çар комиссариачĕ урлă повестка илнисене шурă хут çине хурапа çырнă пулсан, хальхинче алла хĕç-пăшал тытнисен йышĕнче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен хÿтлĕх тупнă ентешĕмĕрсене те шута илнĕ. Сăмахран, пĕри çав синкерлĕ çулсенче салтак хĕсметĕнче пулнă, тепри вара республика тулашĕнче мирлĕ те туслă ĕçре хавхаланса тăрăшнă. Тĕрĕссипе, çар хĕсметĕнчен е ĕçлĕ вырăнтан фронта тухса кайнă.

Сăмахран, алфавит йĕркипе пырсан кăна, Новиков Роман Якимович /1911/, Прокопьев Илья Прокопьевич /1917/, Степанов Филипп Степанович /1919/, Семенов Никанор Семенович /1897/, Танаевский Геннадий Александрович /1917/, Уваров Никан Уварович /1897/, Федоров Алексей Федорович /1891/ — пĕтĕмпе 37 çын «çутта» тухрĕ çĕршыв хÿтĕлевçисен йышĕнче. Çав йышранах пĕр тăван Ильин Зиновий /1894/, Ильин Алексей /1902/, Иван Краснов /Данилов/ /1915/, Михайлов Антон /1915/, Захаров Федор /1905/, Прокопьев Иван /1921/, Афанасий Ильин /1922/, Захаров Иван /1909/, Григорьев Роман /1918/, Гордеев Яков /1917/, Иванов Егор /1914/, Михайлов Николай /1913/, Константинов Матвей /1914/, Садиков Алексей /1903/, Иванов Семен /1919/, Матвеев Харитон /1919/, Фомин Афанасий /1889/, Данилов Петр /1915/, Михеев Матвей /1918/, Степанов Мефодий /1903/, Данилов Яков /1923/ ят-хушамачĕсем палăрчĕç.

Ентеш-фронтовиксен сумлă списокне малалла тăснă май, çав йышра хамăр ялăн ят-сумне Раççей таран хăпартнă ентешĕмĕрсемпе те мухтанатпăр эпир. Сăмахран, Матвейпа /1896/ Иван /1909/ Шашковсен мухтавĕ, чапĕ ĕмĕр-ĕмĕр пурăнать, паян та ял-йыш чĕринче упранать. М.Е. Шашков 1921 çулта хăй килĕнче шкул уçнă, пĕрремĕш тĕнче вăрçинче — III-IV степеньлĕ Георгиевски хĕресне тивĕçнĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Сăмах май, Матвей Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, çемье çавăрнă, 1955 çулта çĕре кĕнĕ.

Иван Ефимович Шашков Мамçа ялĕнчен тухнă, 1928 çулта ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса Çĕпĕре тухса кайнă. Унăн ят-сумĕ тĕнче уçлăхне космос карапĕсем вĕçтерессипе тата çак яваплă тытăмра С.П. Королев академикпа çума-çумăн тăрăшнипе çыхăннă. Ентеш РСФСР наукăпа техникăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, çĕршывăн чылай-чылай наградине тивĕçнĕ. И.Е. Шашков 1999 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. В.З. Константинов çыравçă-тавра пĕлÿçĕ «Был веку нужен и Иван Шашков» /2019/ кĕнекере Шашковсен йăх-несĕлĕ çинчен историллĕ тĕслĕхсемпе уçăмлăн çырса кăтартнă. Акă, Вениамин Ананьевич Ананьев /1924/ 1929 çулта ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Пермь тăрăхне куçса кайнă. Танкист Украина, Молдова, Румыни, Венгри çĕрĕсене нимĕç эшкерĕсенчен тасатнă çĕре хутшăннă. Унăн ашшĕ Ананий Кондратьев /1900-1943/ танкист Курск хулишĕн пынă çапăçусенче пуç хунă.

Вăрçăран таврăнманнисен йышĕнче Турхан Упире çуралса ÿснĕ, Колхоз урамĕнче пурăннă Харитон Яковлевич Яковлев /1908/ та пур. Харитонова Екатерина /1911/ вырăс хĕрарăмĕ пулнипе паллă. Унăн Ирина /1936/ тата Раиса /1933/ хĕрĕсем пулнă.

Вăрçăран суранланса таврăннисен йышĕнче Александр Алексеевич Алексеев /1917/ танкистăн биографийĕ те паллă. Унăн ят-хушамачĕ вăрçăра пулнисен йышĕнче çук… А.А. Алексеев 25-мĕш танк корпусĕн 53-мĕш мотоциклистсен уйрăм батальонĕнче Украинăри Новгород-Волынск хулишĕн çапăçни паллă. Пулеметчик-танкист пулнă. Аманнă, ăна вăрçăри паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Хальхи Çĕнĕ урамра Пелагея Ефимовăн /1885/ ачисем Егор /1919/, Яков /1923/ тата Елена /1926/ пурăнни паллă. Якова 1941 çулта вăрçа ăсатнă, 1947 çулта тăван киле таврăннă вăл. Порфирий Егорович Егоров /1919-1998/ фронтовик-çыравçă, 5 кĕнеке авторĕ. Вăрнар поселокĕнче пурăннă. Çавăн пекех Никон Данилович Данилов /1914-1950/ фронта Чулхуларан кайнă. Пелагея Степановна Степанова /1921/ радистка çĕре кĕриччен Ленинградра пурăннă.

Ентеш-фронтовиксем ял-йышшăн манăçми, вĕсен ячĕсем яланах чĕрĕ тата пирĕн хушăра… Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 35 çул тултарнă май /1985/ ял варринче палăк çĕкленĕ. Ку пархатарлă ĕç-хĕле педагогика ĕçĕн ветеранĕ Иван Алексеевич Алексеев /1934/ пуçарнипе пурнăçланă.

Икшерĕн те выртса юлнă...

 Вăрçă хирĕнчен Турхан Упи, Мамçа, Пайсупин ялĕсенчи 71 салтака кĕтсе илеймен. Çав шутран 39 çын сас-хурасăр çухалнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул тултарнă кун тĕлне хамăр тăрăхра çуралнă, ÿснĕ салтаксене шута илтĕмĕр те вăрçăран таврăннисен хисепĕ 79 салтакпа танлашрĕ.

Вăрçă вут-çулăмĕ пĕр шелсĕр лăскарĕ халăха. Унăн синкерлĕ ытамĕнче алла пăшал тытни те, чикĕри те, тылри те хĕн-хур, асап тÿсрĕç. Мăшăрĕсене çухатрĕç, ашшĕсене, тус-тăванĕсене кĕтсе илеймерĕç.

Хам чун-чĕрере капланнă шухăшсене вăрçă хирĕнче çемьерен икшерĕн те выртса юлнă паттăрсен сăнарĕсемпе сыпăнтарас терĕм. Турхан Упире /халь Пайсупин/ Александр Владимировпа /1881/ Дарья Якимова /1885/ çемйи хисеплĕ çынсен шутĕнче пулнă. Кил хуçи вăрçă çулĕсенче пĕр вăхăт «Красноармеец» колхозăн «тилхепине» те тытнă. Вăлах халь районти культура çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕ шăрантаракан «Матьшу пусси» юрă авторĕ те.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, 1941 çултах, Александр Владимировичăн икĕ ывăлĕ Николай /1912-1942/, Иван /1915-1941/ алла хĕç-пăшал тытнă. Пĕр тăвансем вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухалнă.

Данил Ионович Ионов /1880/ тата Александра Ларионова /1881/ çемйинчи Леонтий /1908/, Афанасий /1912/ тата Иван /1915/ вăрçă вут-çулăмне кĕнĕ. Шел пулин те, чи асли — 1941, вăталăххи 1942 çулсенче хыпарсăр çухалнă, вĕсем хăш вырăнта пĕтни паллă мар. Паттăрсене шурă хут çине «хыпарсăр» тесе çеç паллă тунă. Пĕр тăвансем пирки çакна çеç каласшăн. Тăван-хурăнташĕсемпе курнăçнă тăрăх, Хĕрлĕ Данил кил-йышĕнче /ял-йышра çапла калаççĕ/ виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуралнă. Ионова çÿçĕ хĕрлĕ пулнăран Хĕрлĕ Данле тенĕ, Краснов хушаматпа та çывăхлатнă. Акă, Ивана хут çинче Краснов тесе çыртарнă.

Леонтийăн шăпи 1939-1940 çулсенче финн вăрçипе çыхăннă. Ун хыççăн Турхан Упи çамрăкĕ Анат Тагил хулине пурăнма куçать. 1941 çулта ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайма повестка панă.

Леонтий Данилов Упи тăрăхĕнчи Анат Кушар ялĕнчи вырăс хĕр-упраçĕпе — Анна Клементьевăпа çемье çавăрнă. Хĕр пĕрчи çуралнă вĕсен. Анчах та вăл чире пула вăрçă вăхăтĕнче вилнĕ.

Афанасий пирки çапла каласшăн. Ăна, пиччĕшĕ пекех, 1941 çулта нимĕç эшкерĕ тăван çĕре пусса кĕрсен, салтака илнĕ. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче вăл фронтра сывă пулни паллă.1942 çул пуçламăшĕнче вара çул-йĕр çухалнă унăн. Афанасий çемье çавăрнă пулнă. Мăшăрĕ Антонина Потапова /1917—2000/, хĕрĕ Римма Афанасьевна Данилова /1939—2006/ пулнă.

Данил Ионов /1880/ çинчен çÿлерех асăнтăм эпĕ. Виçĕ ывăл та виçĕ хĕр, ывăлĕсем кашниех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче юн тăкнă.

Чи кĕçĕнни кăна Иван Краснов /Данилов/ 1915 çулта çурални чĕрĕ таврăннă.

— Кукаçипе кукамин хăйсен ĕмĕрĕнче чылай вĕри куççулĕ юхтарма тиврĕ. Çавăнпах куçĕсем те йăвашланчĕç пуль… 1929 çулхи пĕр каçрах вĕсен урамĕнчи 14 кил çунса кĕлленчĕ. Çав шутра — кукаçин те.

Тата Леонтий Данилов /1908/ тата Афанасий Данилов /1912/ фронтрах таврăнманни те хуçса хăварчĕ ватăсене, — аса илчĕ Валерий Григорьев /Екатеринăн ывăлĕ/. — Манăн сăмахсене уйрăмах Иван Краснов майор тавра сыпăнтарас шухăш-кăмăл пур.

 /Малалли пулать./

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика