АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Окоп чавнă хыççăн вăрçа ăсатнă

15 апреля 2021 г.

 

Манăн атте Петр Иванович Иванов Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Чупай ялĕнче 1902 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере тăватă ывăл ÿснĕ: Якку, Корнил, Гурий тата ман атте. Кĕçĕнни пулнăран вăл тĕп киле юлнă. Унăн амăшĕ Мария Миронова Виçикасси хĕрĕ пулнă. Ашшĕ Йăван ялта çирĕп хуçалăх тытнă: çÿллĕ кĕлетсем, хуралтăсем, улма-çырла сачĕ, тулăх пахча пулнă.

Атте çĕнĕ пÿрт лартма хатĕрленнĕ. Пура валли пĕренесем хатĕрлеме Атăл леш енне кайнă, строительство материалне Атăл пăрпа витĕнсен нимелле яла турттарса килнĕ. Кирек епле ĕç патне те алли ларнă унăн. Чÿрече рамисем те хăйех туса хатĕрленĕ. Анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ хыпса илнĕ. Аттен вăл вăхăтра виçĕ ача пулнă: Агния /сакăр çулта/, эпĕ Алевтина /тăваттăра/, кĕçĕнни сăпкара выртнă.

Аттене 1941 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Тăвай тăрăхне окоп чавма янă. Унтан 1942 çулхи кăрлач вĕçĕнче тăврăннă вăл. Мĕн пур кĕлетки çăпан ăшне путнă унăн. Анне Марье кунсерен армути шывне ĕçтернĕ, çăвăнтарнă. Çапла ăна усал чиртен сыватнă.

1942 çулхи пуш уйăхĕнче Петр Иванова вăрçа кайма повестка панă. Кукки ăна лаша кÿлнĕ çунапа Çĕрпÿри çар комиссариатне леçнĕ. Атте вăрçă хирĕнчен пĕр çыру кăна янă. Анне ăна арчара упратчĕ. Виç кĕтеслĕ çырура «Марье, ачасене лайăх пăхса çын ту» тесе çырнине паян кун та астăватăп. Шел, вăл аттерен илнĕ пĕртен-пĕр тата юлашки çыру пулчĕ. А. ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика