АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлчĕ Сăрăн çĕрĕ пирĕн асра

15 апреля 2021 г.

Кам шутланă-ха иртнĕ ĕмĕрĕн хĕрĕхмĕш çулĕсенче пурнăç çапла çаврăнса килессе? Паянхи пек астăватăп: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул хĕл ытла та сивĕ тăчĕ. Ун чухне эпĕ 7-ре пулнă. Чÿречесем юрлă пăрпа шăнса ларчĕç. Эпир, вĕтĕр-шакăр, чĕрнесемпе чĕркелесе тем те пĕр ÿкереттĕмĕр. Вĕрсе кантăксене ăшăтаттăмăр та урампа иртекенсене куç илмесĕр сăнаттăмăр. Хамăр урама тухсан тăм илесрен шикленеттĕмĕр. Анне выльăх-чĕрлĕхрен юлнă çийĕнчĕкпе пÿрте хутса ăшăтсан /вутă-шанки çителĕксĕр пулнă-çке/ чÿрече кантăкĕсем çинчен ирĕлсе аннă пăрлă шыва çĕтĕк-çурăкпа шăлса типĕтеттĕмĕр. Пÿрт алăкне уçсанах, кăвак сурăх кĕтĕвĕ евĕр, сивĕ кĕрсе тулатчĕ. Хĕрĕх ытла градуслă хĕл сивви пире те канăç паман.

Çăмăл çи-пуç уртса янă нимĕç салтакĕсем Мускав çывăхнех çитсе тăнă. Шăп çак вăхăтра Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума йышăну кăларнă.

— Вăрçă тухнă çул аттене Василий Касьянова Тăвай тăрăхĕнчи Çĕнĕ Пуянкассине окоп чавма илсе кайрĕç. Анне Анна Максимовна ял çыннисемпе пĕрле лашапа ун патне апат-çимĕç леçме час-часах кайса килетчĕ. Кил хуçи хÿтĕлев чиккисене тунă çĕртен ыррăн-сыввăн таврăнчĕ. Пĕррехинче килтисем армана кайма хатĕрленнĕ. Ял совечĕн техслужащийĕ килсе кĕнĕ, аттене вăрçа кайма повестка тыттарнă, — çапла каласа панăччĕ мана вĕсен аслă хĕрĕ Ефросинья.

1941 çулхи юпа — 1942 çулхи кăрлач уйăхĕсенче Сăр тăрăхĕнче — Улатăр районĕнчи Энтри Явли ялĕ çывăхĕнче — хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте Патăрьел районĕн хĕрĕ Евгень те пулнă.

— Манăн аппа сивĕ хĕл кунĕсенче тар юхтарса ĕçлесе хытă шăннă, чирлесе ÿкрĕ, сывалса ура çине тăраймарĕ. Çамрăкла, çирĕм çулта, çĕре кĕчĕ, — каласа хăварнă Евгень çинчен Анат Туçара ĕмĕрне ирттернĕ, Ленин орденне тивĕçнĕ ял хуçалăх производствин ветеранĕ Анатолий Перепелкин.

Капитон Царевăн инкеклĕ кĕске пурнăçĕ çинчен çывăх тăванĕсем каласа панине те пăлханмасăр итлеме май çук. Капитон Константиновичăн кĕçĕн мăнукĕ, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи Антонина Никонорова пусăрăнчăк кăмăлпа çапла каласа пачĕ:

— Манăн ватă кукаçи Капитон Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче 1889 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 52 çулта пулнă. Ăна, çулĕсене кура, фронта каяссинчен хăтарнă, анчах кĕр кунĕсем çитсен Капитон Царева тата 1918 çулта çут тĕнчене килнĕ Фекла хĕрне хÿтлĕх чиккисем тума илсе кайнă. Алăран лум, пуртăпа кĕреçе кайман. Фекла хăйĕн хĕрне Валентина Хитровăна /ман аннене/ çапла пĕлтернĕ: «Шартлама сивĕ каç сĕмлĕхĕнче ĕç хыççăн хваттере таврăнатпăр. Атте мана çапла каларĕ: «Эсир утăр, эпĕ сирĕн хыççăн ерипен кăштăртатса çитĕп». Вăл хăйне йывăр туйнă пулас. Çăмăл мар ĕç ăна асаплантарнă ĕнтĕ. Вăл çул çинче ÿкнĕ те çавăнтах вилнĕ».

Фекла тепĕр кун ир-ирех ашшĕн виллине тăван килне çитернĕ. Хăй вара сывлăхĕ хавшанипе кунти ĕçе каялла таврăнайман. Çакăншăн ăна айăпласа хупса хунă. Пĕр уйăх иртсен çак ĕçе судра тишкернĕ. Хĕре айăпсăр тесе тĕрмерен ирĕке кăларнă.

Хĕветле йăмăкĕн Елукăн пурнăçĕ те йывăр вăхăтра иртнĕ. Хÿтĕлев чиккисене чавнă тапхăрта çамрăк хĕре вăхăтлăха ĕçрен хăтарнă. 1943 çулта, 18-ра кайсан, унăн чукун çул тунă çĕрте пилĕк-çурăмне авма тивнĕ. Каярахпа хĕре Норильскри вăрçă хатĕрĕсен заводне янă. Вăл 1943-1945 çулсенче унта миçе тонна патрон, снаряд туса кăларнă-ши?

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе\76 çул çитет. Çичĕ теçетке ытла эпир тăнăçлăхра пурăнатпăр. Иртнĕ нушана, хĕн-асапа паянхи ăрăвăн нихăçан та курмалла ан пултăр!  Г. ДУБРОВ.

 

Юлчĕ Сăрăн çĕрĕ ман асра

Нимĕç çарĕ Мускав хĕрринче,

Пуç пуласшăн пирĕн çĕр çинче.

Туслă халăх татрĕ ун çулне,

Тар юхтарчĕ çан-çурăм çине.

Х/ю:

Анлă Сăр шывĕ, шав, хумханчĕ,

Икĕ çыранĕ хĕсĕкрен.

Халăхăн пурнăçĕ аманчĕ,

Çутă тĕнче кисреннĕрен.

 

Хĕрĕх градус хаяр сивĕре,

Икĕ метр тарнăш шăн çĕре,

Ватăпа хĕр чаврĕç пурпĕрех,

Сыхă чикки пулчĕ чиперех.

Х/ю:

Кам чăтайĕ сивĕ хĕл кунне?

Хĕр юхтарчĕ вĕри куççульне.

Ватăпа хĕр хупрĕç куçсене,

Хаяр вăрçă çирĕ пуçсене.

Х/ю:

Вутлă çумăр çурĕ анăçра,

Юлчĕ Сăрăн çĕрĕ ман асра.

Чыс туса хастар чăвашсене,

Лартрĕç палăк унти çĕр çине.

Х/ю:

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика