АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿлелле хăпартнă çулсем

15 апреля 2021 г.

 

Пикшикри вулавăшра Василий Яковлевич Яковлев /Тоймак/ журналист-çыравçă çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă туса «Çÿлелле хăпартнă çулсем» ятпа çавра сĕтел иртрĕ.

Ялти библиотека заведующийĕ Надежда Спиридонова Василий Яковлев ячĕпе ятарлă стенд йĕркеленĕ. Пуçтарăннă халăха унăн пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ вăл.

Кам вăл Василий Тоймак? Ентешĕм 1911 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Шупуç ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Василий Яковлев — журналист, комсомол, партипе совет органĕсен ĕçченĕ, патшалăх деятелĕ, писатель-сатирик тата куçаруçă. Республикăн пичет историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. «Канаш», «Коммунар», «Чăваш коммуни», «Правда», «Коммунизм ялавĕ» хаçатсенче пиçĕхнĕ журналист.

Ентешĕн кун-çулĕн пĕр тапхăрĕ «Капкăн» журналпа çыхăннă, журнал редакторĕнче 12 çул тăрăшнă вăл. Çавна тĕпе хурса «Капкăн» журналăн 90 çулхи юбилейне шăпах Пикшикри кану çуртĕнче анлăн паллă тунăччĕ.

Василий Тоймак «О грехи и помехи», «Счастлив умеющий смеяться» тата «Что такое сатира?» кĕнекесем пичетлесе кăларнă.

Ентешĕм чыслă ĕçшĕн икĕ хутчен «Хисеп палли» ордена, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тата ытти наградăна тивĕçнĕ.

Пирĕн тăрăхри сумлă çынсем Тăван çĕршывăн историйĕнче тарăн йĕр хăварнăшăн мухтанас килет.

 

Л. Соловьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика