АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналист—тавра пĕлÿçĕне чысларĕç

15 апреля 2021 г.

Журналист—тавра пĕлÿçĕне чысларĕç

 

«Ял пурнăçĕ» хаçат редакторĕн çумĕ, паллă журналист-тавра пĕлÿçĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Юрий Борисов-Георгий Борзин кун-çулĕнчи паллă куна уявларĕ: 60 çул тултарчĕ.

Трак енре палăрнă çыравçăна эрнекун районти тĕп библиотекăра чысларĕç. Уява вулакансем, культура ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Юрий Борисов Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти вăтам шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. 40 çула яхăн «Ял пурнăçĕ» хаçатра тăрăшать, ахаль корреспондентран пуçласа тĕп редактор çумĕ таран ÿснĕ. Тĕрлĕ кĕнеке авторĕ.

Хаçат ĕçченне юбилейпе район администарцийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов ăшшăн саламларĕ, чыслă ĕçшĕн «Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе чысларĕ. Юрий Зиновьевич çак тапхăрта район хыпарçинче тăван чĕлхене упраса хăварас, чăвашлăха аталантарас тата йăхташăмăрсен ырă йăли-йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе вун-вун статья пичетлесе кăларчĕ. Çакна палăртса районти Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ ăна «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă. Наградăна юбилярăн кăкăрĕ çине пĕрлĕх ертÿçи Иван Прокопьев çакса ячĕ.

Юрий Борисов общество ĕçĕнче те хастар. Вăл чылай çул Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕнче тăрăшать. Уйрăм ертÿçи Зинаида Михайлова Юрий Зиновьевич пирки ăшă сăмах чылай каларĕ, пĕр пулса вăй хунăшăн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Ю. Борисов редакцин профсоюз организацине ертсе пырать. Пурнăçĕнчи паллă кун ячĕпе ăна культура тытăмĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Надежда Филиппова саламларĕ, пичет отраслĕнче чылай çул ĕçленĕшĕн, массăллă информаци хатĕрĕсене аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн, общество тата профсоюз ĕçне хастар хутшăннăшăн Раççейри культура профсоюзĕсен председателĕ С. Цыганова алă пуснă Тав хутне пачĕ.

Ентешĕм хăй çуралнă кунĕ тĕлне «Утмăл урлă каçăмăр» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Ăна уявра хакларĕç. Тĕп вулавăшăн краеведени пайĕн пуçлăхĕ Светлана Гурьева юбиляр ячĕпе хатĕрленĕ видеопрезентаци кăтартрĕ.

Епле уяв-ха вăл юрă-ташăсăр? Юбиляра районти культура çурчĕ çумĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров ертсе пыракан агитушкăн çепĕç юрăсем парнелерĕ. С. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика