АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Упи шкулĕнче — хăнара

15 апреля 2021 г.

Упи шкулĕнче — хăнара

 

«Ял пурнăçĕ» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Юрий Борисов журналист-тавра пĕлÿçĕ тата Георгий Ефимов-Тусли общество корреспонденчĕ Упири вăтам шкулта хăнара пулчĕç.

 

Ку ахальтен мар. Иртнĕ кунсенче Юрий Зиновьевич 60 çул тултарчĕ. Упи вăтам шкулĕнче вăл яланах кĕтнĕ çын: кунта пĕлÿ илнĕ, ăна лайăх паллăсемпе 1978 çулта вĕренсе пĕтернĕ. Тĕл пулăва 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем пухăнчĕç. «Сирĕн çине пăхатăп та хамăн шкул çулĕсене аса илетĕп, — терĕ Юрий Зиновьевич. — Шăпах улттăмĕш класра пĕлÿ илнĕ чухне мана шкулти «Вĕренÿшĕн» стена хаçачĕн редколлегине çирĕплетрĕç. Эпĕ çĕнĕ хыпарсене пухассишĕн явапли пулса тăтăм. Пĕррехинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Зерняева мана хăй патне чĕнсе илчĕ те çапла каларĕ: «Итле-ха, çĕнĕ хыпарсене пуçтаратăн. Тен, чи витĕмлисене районти «Ял пурнăçĕ» хаçата ярса паратăн? Пирĕн ĕçсемпе ыттисем те паллашчăр». Вăл каланине итлерĕм. Çийĕнчех заметкăсене «Красноармейски ялĕ. Ленин урамĕ, 22-мĕш çурт. Райхаçат редакцийĕ» адреспа вĕçтертĕм. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, вĕсем хаçатра кун çути курчĕç. Мĕнле савăнмăн-ха? Тата каярах кашниншĕн 41 пус гонорар ярса пачĕç. Çавăнтан пуçланчĕ те тăван редакципе çыхăну тытасси. Каярах ятарлă аслă пĕлÿ илтĕм. Хаçатра тар тăкма тытăннăранпа кĕçех 40 çул çитет. Сахал вăхăт мар вĕт».

Ентеш-журналист райхаçатра ирттернĕ вăхăтăн кашни тапхăрне вĕренекенсен куçĕ умне кăларма тăрăшрĕ. Шкула асăнмалăх хăйĕн «Манăçми ялăм, Янмурçин» тата «Утмăл урлă каçрăмăр» кĕнекисене парнелерĕ. Юлашкинчен вăл ыйту пачĕ: «Çакăн хыççăн камăн журналист пулас кăмăл çуралчĕ?» 30-а яхăн ачаран пиллĕкĕшĕ алă çĕклерĕ. «Лайăх вĕренĕр, кĕнеке нумай вулăр, мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме тăрăшăр, вара пĕтĕмпех пулать сирĕн», — палăртрĕ Юрий Зиновьевич.

Георгий Тусли вара хамăр тăрăхран тухнă çыравçăсем пирки каласа кăтартрĕ. «Сирĕн вĕсене алăри пÿрнесене пĕлнĕ пек чухламалла. Ентеш-çыравçăсенчен чылайăшĕ чăваш литературин ылтăн фондне кĕрсе юлнă», — терĕ. Вăл çавăн пекех кăçал Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен паттăрлăхне халалланă çулталăк пулнă май тыл ĕçченĕсен ĕçĕсем çинчен тăтăшах каласа кăтартмалли çинчен асăнчĕ, тĕрлĕрен тупăшусене хутшăнмалли çинчен каларĕ. Ăста купăсçă пулнă май, Георгий Леонидович вĕренекенсене чăваш юрри-кĕввипе тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Светлана Петрова шкул ертÿлĕхĕ ячĕпе икĕ ентеш-çыравçăна ăшшăн саламларĕ, Хисеп хучĕпе чысларĕ. Е. РЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика