АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечексене шар кăтартаççĕ

15 апреля 2021 г.

Орхидейăсем çине пăхсан тунсăх иртет теççĕ. Чăнах та, çак чечексем хăйне май питĕ илемлĕ.

Анчах та вĕсем питĕ черчен тата ачаш. Лавккаран киле илсе килсен хăшĕ-пĕри нумай та лармасть. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Шупашкарти пĕр лавккара авă вĕтĕ нăрă тапăннăран вĕсем хавшаса типме пуçланă. Çакна лаборатори тĕпчевĕсем çирĕплетнĕ. Анăç /Калифорни/ чечек трипсĕ текен сăтăрçă фиалкăсене те тапăнма ĕлкĕрнĕ иккен.

Суту-илÿ предприятийĕ ыйтупа тухнă хыççăн Россельхознадзор специалисчĕсем тĕрĕслев ирттернĕ. Мускавран илсе килнĕ 68 чечек чÿлмекне тĕпченĕ, çирĕмĕшне трипс ерни палăрнă. Çак нăрă çеçкесене кĕске вăхăтрах тĕп тăвать: сăтăрçă тапăннă чечекĕн папкисем татăлса ÿкеççĕ, хăй хăрма тытăнать. Тĕрĕссипе, вăл ытти ÿсен-тăрана та тиркемест, вĕсен сĕткенĕпе тăранса пурăнма пултарать.

Çак сăтăрçă çав тери вĕтĕ пулин те пахча çимĕç тухăçне палăрмаллах чакарма мехел çитерет. Трипс хăрушă вирус чирĕсене те сарать. Ахальтен ăна пысăк сиен кÿме пултаракан сăтăрçăсен йышне кĕртмен ĕнтĕ. Вăл пирĕн тăрăха чечекпе кăна мар, пахча çимĕçпе те, вăрлăхпа та килет. Çавăнпа ютран продукци илсе килни çинчен Россельхознадзора пĕлтермелле, тĕплĕ тĕрĕслемелле. Çавăн чухне «чĕнмен хăнасене» тупса палăртаççĕ те.

Киле илсе килнĕ чечеке малтан уйрăммăн тытсан аван: капла чир-чĕр, хурт-кăпшанкă ытти чечек çине куçас хăрушлăх пĕчĕкрех пулĕ. Трипс пуррине пĕлес тесен чечеке шурă хут çине силлемелле. «Вĕтĕ нăрăсене асăрхасан ÿсен-тăрана çунтарса янинчен лайăххи нимĕн те çук. Вĕсене пĕтерме тăрăшни усăсăр», — теççĕ спецалистсем.

 

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

Россельхознадзорăн

Чăваш Республикинчи тата

Ульяновск облаçĕнчи

управленийĕн ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика