АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ене çĕнетсе улăштарассишĕн сасăларĕç

15 апреля 2021 г.

Тунтикун, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, район администрацийĕн ларусен залĕнче Трак енри ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе çĕнĕ пĕрлешÿ туса хурас, вĕсен муниципаллă округ статусне çирĕплетсе «Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕ» ят парас, Красноармейски ялне административлă центр тăвас ыйтусемпе уçă калаçу пулчĕ.

Унта район депутачĕсем, райадминистраци представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, халăх хутшăнчĕç. Пухăннисен умĕнче Трак ене çĕнетсе улăштарас — Красноармейски муниципаллă округĕ туса хурас — ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов тухса калаçрĕ. Александр Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, Трак енсем Çĕмĕрле районĕпе пĕрле Чăваш Енри муниципаллă районсене муниципаллă округ статусне парас тĕллевпе республикăри пилотлă проекта хушăнаççĕ. Çакă вăл РФ 2003 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнчи 131-мĕш «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăхăн пĕтĕмĕшле принципĕсене йĕркелемелли çинчен» саккунне çирĕп пăхăнса пынипе пурнăçа кĕрсе пырать. Район ертÿçи хальхи тытăма çĕнетсе улăштарнă хыççăнхи ырă енсемпе те паллаштарчĕ. Малашне ертсе пырас тытăмăн пĕрлехи механизмĕ пулĕ: пĕр пуçлăх, пĕр представительлĕ орган, пĕр администраци, пĕрлехи бюджет тата территорин аталану планĕ — йышăнусен пĕр центрĕ. Икĕ влаç вăхăтĕнчи ыйтусем татăлĕç: ял тăрăхĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пахалăхлă татса параймасть е муниципаллă районăн вĕсене пурнăçлама полномочисем çук. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пурнăçа кĕртнĕ чухне пĕр ĕçе икĕ хут пурнăçламĕç, вырăнти хăй тытăмлăхăн пĕр органĕ мĕн пур çак яваплăха хăй çине илĕ. Бюджет укçи-тенкин виçи çине пăхмасăрах строительство, тирпей-илем кĕртес, социаллă инфратытăм об±екчĕсене тĕпрен юсас енĕпе пысăк проектсене ĕçе кĕртме май килĕ. Пĕр ял та тимлĕхсĕр юлмĕ, муниципаллă округăн мĕн пур территорийĕн аталану планĕпе килĕшÿллĕн чылай çул пуçтарăнса пынă ыйтусене çĕклеме пултарăпăр. Ку чухне кадрсен ыйтăвне те тивĕçлипе татса пама пулĕ, муниципаллă çăмăллăхсемпе тивĕçтернĕ çĕрте те ырă улшăнусем пулмаллах.

Мероприятире район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Альбина Дмитриева, Алманч вăтам шкулĕн директорĕ Олег Димитриев, район пуçлăхĕ Валерий Петров тухса калаçрĕç, хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç.

Юлашкинчен уçă калаçăва хутшăннисем район депутачĕсен Пухăвĕн «Трак енри ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе çĕнĕ муниципаллă пĕрлешÿ туса хурас, ăна муниципаллă округ статусне, малашне ăна «Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕ» ят парас, административлă центрне Красноармейски ялĕ тăвас сĕнÿпе килĕшес» проект йышăнăвĕпе пĕр саслă пулнине палăртса сасăларĕç.

Ял çыннисен шухăш-кăмăлне пĕлес тĕллевпе çывăх кунсенче кун евĕр уçă калаçусене ял тăрăхĕсенче те ирттерме палăртнă. Ю. БОРИСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика