АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Семинар иртнĕ

15 апреля 2021 г.

Трак енри суйлав участокĕсен комиссийĕсен председателĕсем тата районти территори суйлав комиссийĕн членĕсем валли вĕренÿ семинарĕ йĕркеленĕ.

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн планĕпе килĕшÿллĕн ирттернĕ мероприятире РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2021 çулхи авăн уйăхĕнче пулакан суйлавĕсемпе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Семинара район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов хутшăннă, сăмах каланă. Александр Николаевич кĕркунне иртекен сасăлавра саккунсене çирĕппĕн пăхăнмалли çинчен аса илтернĕ.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ Игорь Михайлов кăçалхи суйлав кампанийĕн уйрăмлăхĕсем, нумай кунлă сасăлав пирки каласа кăтартнă, яваплă тапхăрта суйлав комиссийĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерес тата ытти ыйтăва çĕкленĕ. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн аппарачĕн специалисчĕ Полина Яковлева тата йĕркелÿпе право пайĕн консультанчĕ Татьяна Федорова суйлав комиссийĕсен членĕсен право статусĕ, юридици яваплăхĕ çинчен каласа кăтартнă.

Игорь Михайлов районти 902-мĕш суйлав участокĕн председательне Николай Васильева РФ Конституцине хушăмсем кĕртес тĕлĕшпе Пĕтĕм Раççейри сасăлава ирттерессине пысăк тÿпе хывнăшăн Раççей Президенчĕн Тавĕпе чысланă. Г. БОРЗИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика