АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăçăсем ăмăртнă

15 апреля 2021 г.

Пулăçăсем ăмăртнă

Космос уçлăхне пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин çĕкленни 60 çул тултарнине халалласа Пикшикри пулăçсем Шăпăрлăвар ялĕ патĕнчи пĕвере пулă тытас енĕпе ăмăрту ирттернĕ.

Ăмăрту умĕн Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин пулăçсене ăнăçу сунчĕ.

Пĕр сехете пынă ăмăртура тĕрлĕрен номинацисенче çĕнтерÿçĕсем палăрчĕç. «Пĕрремĕш пулă тытакан» номинацире Данил Степанов, «Çамрăк пулăç» — 11 çула кайнă Пикшик вăтам шкулĕнче вĕренекен Дима Шемякин, «Пысăк пулă»хуçи Валерий Шемякин, «Чи нумай пулă тытакан» ăмăртура 25 пулă тытса Федор Иванов мала тухрĕ.

Пикшикри кану çуртĕнче ĕçлекен Владимир Иванов ăмăртăва йĕркелесе пычĕ тата кăтартусене пĕтĕмлетрĕ.

Мала тухнисене Пикшик ял тăрăхĕн Хисеп хучĕсене парса чысларĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх 15 пулăçă тытнă пулăран тутлă шÿрпе çисе киленчĕç.

 

Лев СОЛОВЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика