АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи сезона уçнă

15 апреля 2021 г.

Трак енри çăмăл атлетсем Малти Карăк ялĕ патĕнчи трасса çинче кросс енĕпе çуллахи сезона уçнă.

Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе вĕрентÿ пайĕн ертÿçин çумĕ Ирина Валентинова саламланă. Ăмăртусене районти 9 шкулти 209 вĕренекен хутшăннă, хĕр ачасемпе арçын ачасем 1000 метра чупса ăмăртнă.

2010 çулран каярах çуралнă хĕр ачасен хушшинче Виолета Родионова /Еншик Чуллă, 4.09 минут/ çĕнтернĕ. Ку дистанцире арçын ачасенчен Андрей Николаев /Трак, 3.48/ палăрнă. 2008-2009 çулсенче çуралнă хĕр ачасен хушшинче Любовь Игнатьева /Кĕçĕн Шетмĕ, 3.55,8/, арçын ачасен хушшинче Егор Иванов /Карай, 3.20,3/ мала тухнă. 2006-2007 çулсенче çуралнă хĕр ачасен ăмăртăвĕнче Олеся Куприяновăна /Карай, 3.43/, арçын ачасен хушшинче Кирилл Игнатьева /Кĕçĕн Шетмĕ, 3.20/ çитекенни пулман. 2003-2005 çулсенче çуралнисен хушшинче /2000 м/ Татьяна Димитриева /Карай, 8.40/, Даниил Филиппов /Трак, 7.51/ пĕрремĕш пулнă.

Тĕп шкулсем хушшинче малти виçĕ вырăна Кĕçĕншетмĕсем, Карайсем тата Чатукассисем, вăтам шкулсем хушшинче Траксем, Уписем тата Красноармейскисем пайланă. Чи пултаруллисем медальсене, дипломсене, парнесене тивĕçнĕ.

 

Сергей ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика