АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллисем палăрчĕç

15 апреля 2021 г.

Ака уйăхĕн 6-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери сĕтел çи теннис спорчĕн кунĕ. Ăна 2015 çултанпа паллă тăваççĕ.

Çав кун Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа спорт комплексĕнче сĕтел çи теннис спорчĕн районти федерацийĕн президенчĕн Виктор Николаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Ăмăрту Трак енре тăххăрмĕш хут иртрĕ. Ку хутĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ултă шкулти 32 теннисист малти вырăнсемшĕн тупăшрĕ.

Ăмăртусене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çамрăк спортсменсене район администрацийĕн ертÿçин ячĕпе вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Валентинова, Трак енри тата ЧР сĕтел çи теннис федерацийĕн президенчĕсем Виктор Николаевпа Максим Малов, Шупашкар хулинчи пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн управленийĕн директорĕ Андрей Шестаков саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Вĕсем асăннă спорт тĕсĕ яш-кĕрĕмĕн сывлăхне çирĕплетме пулăшнине палăртрĕç.

Вăйăсем çивĕч кĕрешÿре иртрĕç. Хĕрсем хушшинче 1-3-мĕш вырăнсене Карина Афанасьева /Мăн Шетмĕ/, Дарья Васильева, Анна Михайлова /Красноармейски/ йышăнчĕç. Арçын ачасенчен Никита Яковлев /Трак/, Ярослав Савельев /Упи/ тата Петр Яковлев /Трак/ палăрчĕç. Хутăш ушкăнта Денис Васильевпа Анна Михайлова /Красноармейски/ çĕнтерĕç. Иккĕмĕш вырăна Петр Яковлевпа Юлия Никифорова /Трак/ тухрĕç. Никита Яковлевпа Мальвина Христофорова /Трак/, Лев Никитинпа Карина Афанасьева /Мăн Шетмĕ/, Ярослав Савельевпа Валентина Тюрина /Упи/, Александр Петровпа Ювелина Григорьева /Алманч/ виççĕмĕш пулчĕç.

Çивĕч тупăшура Красноармейски вăтам шкулĕ — ылтăн, Трак вăтам шкулĕ — кĕмĕл, Алманчсем пăхăр медальсене тивĕçрĕç. Ăмăртура палăрнисене Виктор Николаев парнесемпе чысларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика