АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космонавтика кунне халалласа

15 апреля 2021 г.

Космонавтика кунне халалласа

Алманчри кану центрĕнче Космонавтика кунне халалласа шашка тата шахмат ăмăртăвĕ иртнĕ.

Кану çурчĕн ертÿçи Алена Григорьева спорт уявне килнисене Космонавтика кунĕн историйĕпе паллаштарнă, Чăваш Енрен тухнă космонавтсем, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев летчик-космонавтăн Шуршăлти музейĕ, пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин тĕнче уçлăхĕнчен таврăнсан анса ларнă Саратов облаçĕнчи вырăнĕ пирки каласа кăтартнă.

Шашка ăмăртăвĕнче Анисия Прохорова çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта — Стелла Филипповăпа Ольга Егорова. Вĕсем пурте Алманч вăтам шкулĕнче вĕренеççĕ. Ăмăртура çулĕсемпе чи çамрăкки ултă çулти Александр Егоров пулнă. Шахматистсен хушшинче Виктор Мефодьевпа Юрий Григорьев палăрнă.

 

Сергей ЯКОВЛЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика