АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыр: Юра шăллăм: çыр

08 апреля 2021 г.

 

Хаçатра ĕçлеме çăмăл маррине кунта ĕçлесе курнă çын çеç аван пĕлет.

...Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕ аса килет. Ун чухне «Ял пурнăçĕ» хаçатра Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Леонид Николаев редактор йĕркелесе пынипе туслă та тăрăшуллă коллектив тимлетчĕ: Иван Прокопьев, Анатолий Иванов, Владимир Егоров, Роман Васильев тата ыттисем те. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла çыратчĕç - «квадратсене» хăваланă-ха ĕнтĕ. Мана çамрăк çыравçăсемпе ĕçлессине шанса панăччĕ. Хăш шкултан кăна çырса тăмастчĕç-ши вĕсем? Нумайăнччĕ. Пур хыпара та хаçатра вырнаçтарма çук. Вара «Виçшер йĕркен», «Тăватшар йĕркен», «Пилĕкшер йĕркен» рубрикăсемпе усă курма тытăнтăмăр. Шкул ачисем çырупа çитернĕ хыпарсене кĕскетсе вĕсем айĕнче пичетлеттĕмĕр. Никам та пăшăрханмастчĕ. Вуçех те хирĕçле – тата хавхаланса çырма тытăнатчĕç. Вĕсем хушшинче Упи вăтам шкулĕнче вĕренекен Юрий Борисов юнкор та пурччĕ. Маттур çыратчĕ. Унăн пысăкрах пĕлтерĕшлĕ тата калăпăшлă корреспонденцийĕсем хаçат страницисенче пĕр тÿрлетмесĕрех пичетленсе пыратчĕç. Леонид Николаевич Николаев редактор ыттисене унран тĕслĕх илме хистетчĕ.

Çыравçă ĕçĕ-хĕлĕ кăмăла кайнă пулас Юрăна. Кĕçех вăл район хаçачĕн корреспондентĕнче вăй хума пуçларĕ... Унтан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăвашĕ патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухрĕ. Пĕр вăхăт ытти çĕрте те тăрăшрĕ-ха вăл. Анчах та пур пĕр шăпа Юрий Зиновьевича «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцинех илсе çитерчĕ. 1989 çултанпах вара вăл кунта тимлет. Редакцин пур ĕçлĕ картлашки çинче тенĕ евĕрех тăрăшрĕ, корреспонденци хыççăн корреспонденци, статья хыççăн статья, тĕрленчĕк хыççăн тĕрленчĕк шăрçаларĕ, вулакансемпе, общество корреспонденчĕсемпе тачă çыхăну тытрĕ. Паянхи евĕрех астăватăп – 1991 çулта Юрий Зиновьевича Раççей журналисчĕсен Пĕрлĕхĕн членне илтĕмĕр.

Унтанпах хаçат çыннин тивĕçне пĕр улшăнмасăр пурнăçларĕ. Вăл чăн-чăн журналист пулса тăчĕ. Унăн калемĕ хыпар-хăнар шăрçалама кăна мар, кĕнеке çырса, калăпласа тата пичетлесе кăларма та хăнăхрĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн тĕрлĕ Хисеп грамотисене тивĕçрĕ, 2006 çулта районти Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăчĕ.

Халĕ, авă, вăл 60 çулхи юбилейне кĕмĕлленнĕ çÿçпе кĕтсе илме хатĕрленет. Юрий Зиновьевич паян район хаçачĕн редакторĕн çумĕн тивĕçне пурнăçласа пырать. Коллектив йышĕ унчченхинчен çурри те çук. Пĕчĕк йышпах пысăк ĕç тума, вулакансен кăмăлне каякан хаçат кăларма тивет. Вăл йыхравланипе, тĕслĕх кăтартнипе пуç усмасть коллектив: район хаçатне вулакан патне вăхăтра çитерет.

Çавăнпах шухăшăмсене вĕçлесе пынă май çапла калас килет манăн: «Çыр, Юра шăллăм, çыр!» Санăн хайлавусене эпир те, вулакансем те тем пекех кĕтетпĕр. В. Данилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика