АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шуçăм карри уçăлсан…

08 апреля 2021 г.

 

 

Çакăн пек ятлă сенкер хуплашкаллă кĕнекене алла тытрăм. Юрăсен пуххи вăл. Автор хăй алă пусса панă ăна мана.

Кам-ха унăн авторĕ? Паллаштарам эппин. Вăл — ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трак енри Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Валентина Рудникова сăвăçă тата юрăçă.

40 киллĕ Çĕнĕ Выççăлккă питех те илемлĕ вырăнта ларать. Çĕрпÿ районĕпе чикĕленет. Çакăнта çут тĕнчене килнĕ Валентина. Ачаран юрă-кĕвĕ тата сăвă ытамĕнче ÿснĕ. Çак пархатарлă туртăм Валентина Васильевнăна амăшĕнчен — Наçтуçран куçнă. Ашшĕ Василий Матвеевич, 1909 çулта çуралнăскер, 1944 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Салтак арăмĕ пилĕк ачине хăрах çунат айĕнче ÿстернĕ. Халĕ Хевруньпе Валя кăна ыррăн-сыввăн пурăнаççĕ.

— Юрă юрласси тата музыка тĕнчине парăнса кĕвĕ хыççăн кĕвĕ хывасси еплерех вăй илчĕ-ха сирĕнте? — ыйтуллăн пăхрăм ун çине. — Вăрттăнлăхне уçăр-ха.

— Юрлас тата сăвă йĕрки шăрçалас хĕрÿллĕ кăмăл-туйăм е чунри иксĕлми туртăм пĕтĕмпех аннерен куçнă, — сăн-питĕнче кулă палăрчĕ Валентинăн.

Чăнах та, ашшĕ хыпарсăр çухалнă хыпар-хăнар амăшне касса янă йывăç пекех çапса хуçнă. Ункăçумĕнчен Çĕнĕ Выççăлккăна качча тухнă хĕрарăм йывăр тата хурлăхлă самантсенче юрă-кĕвĕ ытамĕнче хÿтлĕх тупнă. Хăй сăвăласа хăй юрланă.

Валентина Васильевна профессийĕпе вĕрентекен. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче /халь университет — авт./ вĕреннĕ вăл. Шупашкарти, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи шкулсенче биологипе хими предмечĕсемпе пĕлÿ панă, вĕрентÿ пайĕн тытăмĕнче тăрăшнă. 1983 çултанпа Трак енре пурăнать. Малтанлăха «Шанс» предприятире, каярахпа магистраллĕ газ пăрăхĕсен Заволжски линипе производство управленийĕнче ĕçленĕ. Сăвăç, юрăç, композитор «Мĕн тери эс хитре ман юратнă кĕтес» /1998/, «Бемби» /1999/, «Юрату хĕлхемĕ» /2001/, «Юратсан» /2001/, «Чун хавалĕ эс, Трак ен!» /2002/, «Пурнăç утти» /2012/ тата ытти сăвăпа юрă кĕнекисене /пурĕ 16/ кун çути кăтартнă.

«Шуçăм карри уçăлсан…» кĕнекене 46 юрă кĕнĕ. Ытларахăшĕн сăввисем, паллах, авторăн, Валентина Васильевнăн. Леонид Антонов, Гурий Дубров, Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Леонид Фадеев тата ытти сăвăçпа тачă çыхăну тытса ĕçлет.

Канăçсăр, мал ĕмĕтлĕ хĕрарăм районти «Ял пурнăçĕ» хаçатăн чи çывăх, шанчăклă тусĕ те. Çапла пулмалла та. Вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунатăп сана, ентешĕм. Пире эсĕ çĕнĕ хайлавсемпе савăнтар.

 

Г. ЕФИМОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика