АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полици майорне асăнса

08 апреля 2021 г.

Полици майорне асăнса

 

Шăматкун Красноармейскинчи физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра Çурçĕр Кавказри хаяр тытăçусене хутшăннă ентеше, РФ Шалти ĕçсен министерствин «Цивильский» пайĕн районти уйрăмĕн полици майорне Петр Петрова асăнса мини-футбол турнирĕ иртнĕ.

Унта тăватă команда хутшăннă: «Хĕлхем» /Элĕк/ тата «Факел-2012» /Трак вăтам шкулĕ/, «Факел-2011» /Красноармейски вăтам шкулĕ/, «Çамрăклăх» /Упи/. Çамрăк спортсменсене Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннисен Чăваш Енри организацийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Андрей Тюмеров, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Степанов, ыттисем саламланă, ăнăçу суннă.

Вăйăсем çивĕч кĕрешÿре иртнĕ. Унта кÿршĕ районти «Хĕлхем» команда çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта — «Факел-2012» тата «Факел-2011». Çамрăк футболистсем Хисеп хучĕсене, медальсене тата парнесене тивĕçнĕ.

 

Алина НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика