АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх сутма та, туянма та пĕлмелле

08 апреля 2021 г.

 

Сутас йĕркене пăхăнманшăн штрафлаççĕ. Пахалăхсăр вăрлăх туянсан вара тухăçсăр тăрса юлăн е çум курăкран тата та пуянланăн…

 

Кăрлач уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин вăрлăх сутассине йĕркелекен çĕнĕ хушăвĕ вăя кĕчĕ. Вăл сутуçăсене кăна мар, вăрлăх туса илекенсене те пырса тивет. Вăрлăх тултарнă пĕчĕк хутаçсен тĕлĕшпе те çĕнĕлĕхсем пур. Малашне этикеткăсем çинче ял хуçалăх культурисен ятне латинла тата вырăсла çырĕç. Вăрлăха ют çĕршывран илсе килнĕ-тĕк – ăна ăçта туса илнине, организаци ятне тата адресне палăртмалла. Кунсăр пуçне ген хушса çĕнетни е çĕнетменни пирки те пĕлтермелле. Сăмах май, республикăра ген хушса çĕнетнĕ вăрлăхсене тупса палăртас тĕллевпе пĕлтĕр ют çĕршывран кÿрсе килнĕ 8,5 тонна тавартан 110 проба илсе тĕрĕсленĕ. Вĕсенче ГМО паллисене асăрхаман.

Анчах вăрлăха тĕрĕсленĕ чухне урăх çитменлĕх те палăртнă. Ытти çулти пекех Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртмен сортсем тупăннă. Вăрлăхăн шăтаслăхне тата сортне çирĕплетекен документсемсĕрех сутнă тĕслĕх те тĕл пулнă. Кунсăр пуçне лаборатори тĕпчевĕсем 10 проба шăтаслăх енĕпе ГОСТпа килĕшсе тăманнине çирĕплетнĕ.

Тĕрĕслев ĕçĕсене çулталăкĕпех йĕркелеççĕ. Кăçал та рейдсем ирттерме палăртнă. Çапах пахчаçăсен хăйсен те тимлĕ пулмалла. Вăрлăха ятарлă лавккасенче туянмалла. Сортсене патшалăх реестртне кĕртнипе те кăсăкланмалла. Çавăн пекех специалистсем вырăнти условисене хăнăхнă сортсене суйласа илни шанчăклăрах теççĕ. Хутаç çинчи информацие тимлĕ вуламалла. Производитель ячĕ тата унăн адресĕ, культура тата сорт ячĕ, стандарт палли, парти номерĕ, вăрлăх йывăрăшĕ е шучĕ пирки çырни пур-и? Вăрлăха хутаçа тултарнă куна палăртнă-и? Унччен усă курмалли вăхăта кăтартатчĕç, халĕ — хăçан тултарнине. Пахалăх сертификачĕ тата вăрлăх хутаçĕ çине çырни пĕр пек пулмалла.

 

Надежда ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика