АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен юрри-ташши кăмăла çĕклет

08 апреля 2021 г.

Ачасен юрри-ташши кăмăла çĕклет

 

Кăçал ЧР Культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ ача-пăча пултарулăхĕн республикăри «Черчен чечексем» фестиваль-конкурсне ирттереççĕ.

Унăн тĕллевĕ — ачасен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе палăракан коллективĕсене тупса палăртасси тата хавхалантарса пырасси, вĕсен ăсталăх шайне ÿстересси, репертуарне анлăлатасси. Фестиваль-тупăшу виçĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕ вырăнсенче пулнă. Иккĕмĕшĕ — чи лайăх номерсене суйласа илесси — ытларикун районти культура çуртĕнче иртрĕ. Тÿресем виççĕмĕш тапхăра хутшăнма кашни номинацире виçшер лауреат палăртрĕç.

«Театр» номинацире Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕ çумĕнчи ачасен «Буратино» творчество кружокĕ /ертÿçисем — Ирина Афанасьева, Алина Бажбенова/ «Асамлă вăрман» экологи юмахне кăтартрĕç.

«Илемлĕ сăмах» номинацире Кĕçĕн Шетмĕри шкул вĕренекенĕсен ушкăнĕ /ертÿçи — Ирина Козлова/ — Александр Будыка /Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн «Йыхрав» сăввине вуларĕ/, Диана Козлова /Юрий Сементер, «Çитрĕм эп, тăвансем»/, Анна Львова /Юрий Сементер, «Çĕршывăм»/ тата Анфиса Игнатьева /«Сăрт-ту мăнаçлăхне ăмсантăн»/ — хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç.

Çак номинацирех районти культура çурчĕ çумĕнчи ачасен «Хунав» творчество студине çÿрекенсем /ертÿçисем — Клавдия Васильева, Ирина Павлова/ Екатерина Афанасьева /Александр Кăлкан, «Тилĕ» юптару/, Татьяна Петрова /Юрий Сементер, «Тиха»/, Карина Александрова /Юрий Сементер, «Анне»/ палăрчĕç.

Куракансем «Хореографи» номинацире Алманчри кану центрĕ çумĕнчи «Ашкăнчăксем» ташă ушкăнĕн /ертÿçи — Алина Григорьева/ «Вăйă селĕмĕ» чăваш ташшине, «Катюша» ташăна, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Взгляд» ташă ушкăнĕн /аслисем/ вырăс халăхĕн вăйă картине ăшшăн йышăнчĕç.

«Вокал» номинацире «Девочка России» юрра /сăввипе кĕвви Эльмира Путиловăн/ Екатерина Никонорова /ертÿçи — Антонина Никонорова/ пултаруллă шăрантарчĕ.

«Инструмент енчи пултарулăх» номинацире Ярослав Никонорова /ертÿçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров/ лайăх енчен палăртмалла. Вăл Роберт Шуманăн «Солдатский марш», Манфред Шмитцăн «Играем маленькое буги» произведенийĕсене вылярĕ.

«Декораципе прикладной искусство» номинацире Карайпа Трак шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.

Тÿресем Заволжски клуб çумĕнчи кружоксенче хăйсен ăсталăхне туптакан ачасен фестиваль-конкурса тăратнă номерĕсене те хак пачĕç.

 

Георгий БОРЗИН.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика