АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Римма Борисовнăн урокĕсем тата çырлисем

08 апреля 2021 г.

 

 

Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕ. Хура кĕркунне хуçаланать. Хушăран тачка пĕлĕтсем хушшинчен тухса сарă сăнне кăтартакан хĕвел те ăшшипе савăнтараймасть ĕнтĕ. Вăл çухалать кăна, сивĕ çил таçтан юр пĕрчисене хăваласа килет.

Юлашки вăхăтра пахчинче пуç çĕклемесĕр тăрмашакан çак хĕрарăма темиçе те асăрханă эпĕ. Ку хутĕнче хăйĕнпе çывăхрах паллашас тĕллевпе Çамрăксен урамĕнчи тăкăрлăкпа утрăм.

— Турă пулăштăр, — терĕм хайхискерне. — Кĕр сиввине пăхмасăрах кăçал çырлапа савăнтарнă лаптăка хĕле хатĕрлесе хăварса çитес çул ытларах тупăш илесшĕн пулĕ-ха? Мĕншĕн пĕчченех? Кил хуçи арçынĕ, ыттисем ăçта тата?

Çапла паллашрăм эпĕ район центрĕн Хĕвел тухăç микрорайонĕнчи Моркинская урамра пурăнакан Римма Борисовна Алексеевăпа.

 

Пахчари тĕлпулу

 

…Римма Алексеева /хĕр чухнехи хушамачĕ Михайлова/ 1964 çулхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкеш ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшне ăшшăн аса илет Римма Борисовна.

— Аттен кирек епле ĕç патне те алли ларнă. Вăл килĕшÿ туса хăйĕн бригадипе Советскинчи райпо çуртне, 4-мĕш ПТУ ĕçченĕсем валли пÿртсем хăпартнă. «Партин ХХIV с±езчĕ», «Пучах» хуçалăхсенче ревизорта ĕçленĕ, каярах строительсен бригадине ертсе пынă. Анне тăван колхоз уй-хирĕнче тар тăкнă. Хаклă çыннăмăрсем килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă. Çавăнпа пирĕн те ирех ĕç патне алă çыпăçнă. Сысна çăвăрлаттарнине паян кун та астăватăп. Мана та лав çине лартса нăрик-нăриксене сутма пасара илсе каятчĕç, — тет иртнĕ вăхăта куç умне кăларса Римма Борисовна. — Килтисем чăн-чăн ĕçченлĕхпе палăрнă çав. Ача чухне эпир çакна ăнланман. Ялта пуринчен малтан, 1975 çулта, кирпĕчрен илемлĕ çурт хăпартса лартма пултарнă. Паян пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ аслисем. Вĕсен ырă ĕçĕ ачисен, мăнукĕсен асĕнче яланлăхах юлчĕç. Аттепе анне çирĕп туйăмлă, ĕçчен, тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентрĕç.

Михайловсен çемйинче икĕ хĕр çитĕннĕ: Валентина тата Римма. Вăтам пĕлÿ\илнĕ хыççăн аппăшĕ Хусана çул тытнă, унти аслă шкултан строителе вĕренсе тухнă. СПМКра ПТО инженерĕнче, 20 çул Шупашкар хула администрацийĕнче тăрăшнă. Çемьеллĕ. Шупашкар хули çывăхĕнчи Чантăр поселокĕнче пурăнаççĕ. Анжела хĕрĕ банк тытăмĕнче вăй хурать.

 

Шупашкара — вĕрентекен пулма

 

Кивĕ Тинкеш хĕрĕ вăтам шкултан алла аттестат илсе тухсан нумай шутласа тăман, çийĕнчех И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн /халĕ университет — авт./ физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Мĕнле савăнмăн? Римма паян кун та хăйĕн пĕрремĕш учительне Юлия Павловна Лукинана, шкулта математикăпа тата физикăпа вĕрентнĕ, халĕ Çĕнĕ Тинкешре пурăнакан 97 çулти Мария Андреевна Яковлевăна, ăш пиллĕн аса илет. «Вăл, шкулти ытти педагог, аттепе анне, аппа маншăн çул кăтартса малалла чĕнекенсем пулнă», — тет Римма.

Хĕр-педагог алла диплом илнĕ хыççăн направленипе хăй вĕреннĕ шкула таврăннă. Хумхануллă самантсем. Кĕçех çамрăк специалиста класс çирĕплетсе панă. Вĕренекенсемпе класс сехечĕсем ирттернине, походсене çÿренине, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене йĕркеленине куç умне кăларать Римма Борисовна. Тата вĕрентекенсен коллективĕпе ялсем тăрăх спектакльсемпе, концертсемпе çÿренине ăçтан манăн?

Римма Борисовна 1994 çулта Трак енри Малти Карăк каччипе Владимир Алексеевпа çемье çавăрнă. Владимир Львович — аслă пĕлÿллĕ инженер. Чылай тапхăр «Чулхула трансгаз Газпром» пĕрлешĕвĕн филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГра вăй хунă. Малтан машинистра, тĕрĕслевпе виçев приборĕсен тата автоматикăн инженерĕнче тăрăшнă. Каярах татах та яваплăрах ĕç шаннă: вăл халĕ предприяти диспетчерĕ.

Римма Борисовна шкулта ĕçлеме пуçлани 35 çул çитрĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те Кĕçĕн Шетмĕпе Чатукасси шкулĕсенчи ачасене физикăпа математика вĕрентет.

Алексеевсем килĕштерсе пурăнаççĕ. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Асли Константин Хусанти КНИТУран вĕренсе тухнă. Магистраллĕ газ пăрăхĕсен Заволжски ЛПУМГра инженерта вăй хурать. Кĕçĕнни Павăл Мускаври финанс университечĕн экономикăн аслă шкулĕн 4-мĕш курсĕнче вĕренет.

— Çу кунĕсенче çемьепе пĕрле пухăнсан тăтăшах умри тĕллевсене сÿтсе яватпăр. Çулленех Хура тинĕс хĕррине кайса канма вăхăт тупатпăр. Праçниксенче вара тутлă шашлăк çиме кăмăллатпăр, — çакна уйрăммăн палăртать кил хуçи арăмĕ. — 2010 çулта çемье канашĕнче райцентрăн кăнтăр хĕвел тухăç енче çĕр туянса çĕнĕ кил-çурт çавăрма шутларăмăр. Унчченхи хваттере аслă ывăла парса хăвартăмăр. Шутланине пурнăçа кĕртрĕмĕр вĕт. Тем самантра икĕ хутлă хÿхĕм те капмар çурт ÿссе ларчĕ. Пĕрлехи вăйпа хăпартнăскере хам та ăмсанма пăрахаймастăп. Мăшăрăн тăрăшулăхне палăртмасăр хăварма пултараймастăп. Турри те пулăшса пычĕ пулас. Упăшка яланах çурт таврашĕнче хăй валли ĕç тупать, эпĕ вара, авă, пахчара аппаланма юрататăп.

 

Çут çанталăк тусĕ

 

Алексеевсен çĕнĕ çурчĕ çывăхĕнче вунă сотăй çĕр пур.

— Лаптăк пысăках мар пулсан та, пирĕн кунта тĕрлĕ йышши улмуççи тата груша, хăмла тата чие çырлисем, йĕплĕ, ытти тĕслĕ хурлăхан, алыча, кашкăр çырли-хăвăш /жимолость/, ежемалина, клубнемалина, фундук, катăркас, айва, сырлан /облепиха/, тĕрлĕ сортлă иçĕм çырли ÿсет. Шĕшкĕ те пур. Вăл иртнĕ çул пирвайхи хут çимĕçĕпе савăнтарчĕ, — сăмахне тăсать сад-пахча ăсти. — Уйрăмах эпир çĕр çырли çитĕнтерме кăмăллатпăр. Тĕрлĕ сорт пур: королева Елизавета, тоскана, всемирный деликатес, полка, белый швед, соната, ыттисем. Пĕрисем маларах, теприсем каярах пиçеççĕ. Çу кунĕсем çитсен пĕр вăхăт та çук. Ытлашши çырлана хулари пасара ăсататпăр. Çемье бюджечĕ самаях тулать. Сăмах май, тĕрлĕ пахча çимĕç калчи çитĕнтерме те кăмăллатăп эпĕ. Ытлашшине Трак пасарĕнче сутатăп, ентешсем вĕсене кăмăлласа туянаççĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕ тĕрлĕ тĕслĕ чечексене уйрăмах кăмăлланине палăртса хăварас килет.

— Чечексем — манăн юратăвăм, — тет Римма Борисовна. — Çу кунĕсенче вĕсем кăмăла уçаççĕ, илемлĕх парнелеççĕ. Эпĕ вĕсемпе çынпа калаçнă евĕр чуна уçса пуплетĕп. Тюльпансемсĕр, розăсемсĕр пурăнаймастăп. Çавăн пекех куçа илĕртекен виолла, бульденеж, флокса, лили, гладиолус, камнеломка, лаванда, курил чейĕ… пур пахчара.

Алексеевсен пахчинче кедр, кăвак чăрăш валли те вырăн тупăннă. Кĕр енне вара теплицăсем тĕрлĕрен пахча çимĕçпе йăтăнса лараççĕ: помидор, пăрăç, хăяр сутлăх та çитĕнет… Кунтах кавăн, баклажан, кабачки, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, çарăк ÿсет.

— Пурăннă, сывлăх пур чухне пурне те туса ĕлкĕрес килет. Этемĕн чунĕ çапла пуль ĕнтĕ. Хăв çитĕнтернĕ ÿсен-тăран çине пăхсан чун савăнать, вăл ырă кăмăлпа тулать, — палăртать Римма Борисовна. — Çакă ĕнтĕ вăл пурнăçа юратни. Атте-анне чунĕ, юратăвĕ пирте, вăл ачасене куçса пытăр кăначчĕ. Пуçра ăс, алăра ĕç, чун-чĕрере ырă кăмăл, юрату пултăрччĕ ялан. Анчах çулĕсем шăваççĕ, авă, малаллах. Эпĕ, атте-аннен юратнă хĕрĕ, хамăрăн пахчара савăнса кулса çÿреттĕм. Хама телейлĕ туяттăм. Иртрĕç кунсем-çулсем… Хĕрарăма çакăн пек каланă тет: çичĕ юта кайса йăва çавăрса пурнăç урапине малалла кустар. Акă эпĕ те халиччен пĕлмен Трак тăрăхне килсе телейĕме тупрăм… Мана килтисем тăтăшах хăйсен йăхĕ пирки каласа пама юрататчĕç. Маçакпа мамак ку тăрăхра ятлă çынсем пулнă. Çын килсен вĕсем яланах сĕтел çине çăкăр-тăвар лартнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ хитре, яштака пулнă. Ăна 40 тăрантаспа качча илсе кайнă, тет. Тулăх пурнăçпа пурăннă, сак тулли ача-пăчаллă пулнă. Кукамипе кукаçин вара пурнăçĕ çăмăлах килмен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен лайăхрах пурнăç шыраса вĕсем ачи-пăчипе Çĕпĕре тухса кайнă. Ирсĕр нимĕç пирĕн çĕршыва тапăнса кĕрсен каялла таврăннă. Часах кил хуçине фронта илсе кайнă. Çемье йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Анчах чăтнă, тÿснĕ. Ачисене хăрах çунат айĕнче ура çине тăратнă. Кукаçи вăрçăран Çĕнтерÿпе таврăннă. Ун чухне кукамай кăмака çинче выртнă. Кил хуçи арçынĕ ырă хыпарпа килсе кĕнĕ. Кукамай мăшăрне курнă, Çĕнтерÿ сăмаха илтнĕ хыççăн тÿрех кăмака çинчен сикнĕ, урине амантнă тет. Ватă йăхташăмăрсем пурте ырă çын пулса хăйсем хыççăн таса ят хăварнă. Пирĕн те çапла пуласчĕ.

Ун сăмахĕсем çумне хушмалли манăн нимĕн те тупăнмарĕ…

 

Татьяна БОРИСОВА,

хаçатăн общество корреспонденчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика