АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна тĕрĕслеççĕ

08 апреля 2021 г.

Техникăна тĕрĕслеççĕ

 

Çурхи уй-хир ĕçĕсем умĕн Трак енри ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче трактор-машинăна тата кăкарса çÿремелли хатĕрсене тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслев ака уйăхĕн 19-мĕшĕччен пырать.

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче пĕрремĕш тĕрĕслеве «Красное Сормово» пĕрлĕхре йĕркелерĕç. Унта 19 «хурçă утпа» вĕсен 6 прицепне тăратнă. Хуçалăх администрацийĕпе механизаторсем тĕрĕслеве тĕплĕн хатĕрленнĕ: тракторсене юсанă, вĕсене медицина аптечкисемпе, пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Технадзорăн районти инспекцийĕн пуçлăхĕ Юрий Иванов çурхи яваплă ĕçсем вăхăтĕнче ĕç сыхлавĕн, хăрушсăрлăх техникин тата пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине палăртрĕ. Хуçалăхри механизаторсем умĕнче Святослав Иванов директор тухса калаçрĕ, кăçалхи ĕç çинчи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра Яманаксем машинăпа трактор паркне çĕнетес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Иртнĕ кунсенче кăна кунта икĕ «Кировец» К-525 ПР, пĕр NEW-HOLLAND T 7060 трактор /пĕтĕмпе 460 лаша вăйлĕ/ туяннă. Вĕсем кăçалхи ĕç çине хутшăнĕç. Вăрлăх, пурлăх тăварĕсем çителĕклĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене малалла туянаççĕ. Ял ĕçченĕсем çур акине кĕске вăхăтра ирттерсе ярас кăмăлпа пурăнаççĕ.

Ун хыççăн Трак енри чи пысăк хуçалăхăн — «Таябинка» агрофирма» обществăн «хурçă учĕсем» çирĕп тĕрĕслев витĕр тухрĕç.

 

С. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика