АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район ĕç-хĕлĕпе паллашнă

08 апреля 2021 г.

Район ĕç-хĕлĕпе паллашнă

 

Трак енре Чăваш Республикинчи этем прависен уполномоченнăйĕ Сергей Романов пулнă.

Вăл малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Кузнецовпа, вĕрентÿ пайĕн ертÿçипе Светлана Григорьевăпа, ЧР Сывлăх сыхлав министерствин «Васкавлă медицина пулăшăвĕн больници» БУн «Красноармейски районĕн тĕп больници» филиалĕн заведующийĕпе Майя Григорьевăпа, вĕрентÿ пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕн заведующийĕпе Татьяна Яковлевăпа тĕл пулнă.

Калаçура халăхран килекен чĕнÿ-сĕнÿсене вăхăтра шута илесси, районта пурăнакансем çĕклекен çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе пĕрлехи йышăнусем тăвасси, халăхăн право культурине çĕклесси пирки сăмах хускатнă. Хăна çакна палăртнă: ĕç çыннисен ирĕклĕхне тата правине хÿтĕлесси — патшалăхăн тĕп тивĕçĕ. Ăна пурнăçлассине вара уполномоченнăй институтне — патшалăх енчи хÿтĕлевçине — шанса панă. Хăйĕн саккунлă правипе ирĕклĕхне пĕлсен кăна çын унпа туллин усă курма пултарать.

Сергей Романов районта ĕçлĕ çÿревре пулнă май «Автошвейпред» пĕрлĕхе çитсе курнă. Унăн ертÿçи Игорь Дмитриев обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Паян кунта тĕрлĕ куртка, комбинезон, ĕç тумĕ, пуçа тăхăнмалли япаласем çĕлеççĕ. Тумсене кану валли, сунара, пулла çÿреме туса хатĕрленĕ, тĕрлĕ условисенче тĕрĕсленĕ. Тавара Раççейĕн тĕрлĕ регионне: Санкт-Петербурга, Кирова, Пермь крайне, Саратовпа Тюмень облаçĕсене, Удмурт, Тутар, Пушкăрт, Мари Республикисене ăсатаççĕ.

Уполномоченнăй çавăн пекех районăн тĕп сыватмăшне тата администарцин вĕрентÿ пайĕн диагностикăпа консультаци центрне çитсе курнă. Кăçал сыватмăшра, авă, çĕнĕ модульлĕ котельнăй ĕçе яма, çапла майпа филиал корпусне вĕри шывпа тивĕçтерме палăртаççĕ.

 

Ю. САМСОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика