АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсенче культура çурчĕсем çĕнелеççĕ

01 апреля 2021 г.

Ялсенче культура çурчĕсем çĕнелеççĕ

 

 

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ялĕнче Культура ĕçченĕн кунне анлăн паллă тунă.

Професси уявĕпе культура ĕçченĕсене çĕнĕ культура çуртĕнче чысланă. Ăна питĕ кĕске вăхăтра — çур çулта — туса пĕтернĕ, 2019 çулхи раштав уйăхĕнче хута янă. Ял çыннисене тата культура ĕçченĕсене саламлама ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Тăван ен культури» регионти проекчĕн координаторĕ Юрий Зорин пынă.

— Çĕнĕ Шелттемри культура çурчĕ — Чăваш Ен ялĕсенчи çĕнетнĕ вун-вун учрежденирен пĕри, — тенĕ Юрий Александрович. — 2020 çулта кăна муниципалитетсенчи культурăпа кану заведенийĕсен, библиотекăсен, музейсен, ача-пăча искусствăсен шкулĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме çур миллиард ытла тенкĕ уйăрнă. Шупашкар районĕнчи Мăналта, Канаш районĕнчи Хучелте, Вăрнар районĕнчи Пăртасра культура çурчĕсем тунă. Елчĕк ялĕнче культура çуртне тĕпрен юсанă. Кунсăр пуçне тата 13 культурăпа кану учрежденине юсанă, культура еткерлĕхĕн сакăр об±ектне реставрациленĕ.

Çĕнĕ Шелттемре, тĕслĕхрен, культура çурчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тунăскер пулнă. Ăна ун чухне вулав çурчĕ пек хута янă. Паллах, вăл тахçанах кивелнĕ. Çĕнĕ культура çуртĕнче 150 вырăнлă хăтлă зал, сцена, киноэкран пур. Библиотека вырнаçнă, унта кĕнеке илсе вулама çеç мар, компьютерпа усă курмашкăн вĕренме те пулать. Компьютер пĕлĕвне ÿстерме май пурри уйрăмах аслă ÿсĕмрисене килĕшет. Фойере тĕрлĕ курав ĕçлет. Клубра фото- тата видеостуди пур. Унта ачасемпе çамрăксем хаваспах çÿреççĕ, документлă фильмсем ÿкереççĕ.

— Клуб уçăласса питĕ кĕтрĕмĕр. Унчченхи питĕ кивĕччĕ, — тет Çĕнĕ Шелттемре пурăнакан Надежда Шамбулина. — Халăха культура çурчĕ питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен пирĕн тăрăхри çынсем пултаруллă: пурте юрра-ташша ăста. Эпĕ хам, акă, купăс калатăп. Шкул ачисем те, çитĕннисем те сцена çине тухаççĕ. Эпир вĕсене курма пуçтарăнатпăр. Клуба пĕтĕм ял пухăнать.

Çĕнĕ Шелттемри культура çуртне ку тăрăхри пилĕк ялтан çÿреççĕ. Кунта час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Тепĕр чухне кулба килнисем валли залра вырăн та çитмест.

Чăваш Енре хута каякан культура çурчĕсенчи пурнăç вĕресе тăтăр тесе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» кадр ыйтăвне те татса пама тăрăшать. Ялсене культура ĕçченĕсем кирлине шута илсе федераци шайĕнче «Земство культура ĕçченĕ» программа йышăннă. Ялсене культурăна çĕклеме каякансене пĕрер миллион тенкĕ параççĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пуçарăвĕпе йышăнса çирĕплетнĕ çак программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен валли 53 ĕç вырăнĕ уйăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика