АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕл пирки пĕлтермелле

01 апреля 2021 г.

Хальхи вăхăтра Раççейре пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн пĕлтерĕшĕ пур-и? Хăш регионта, районта е хулара мĕнле производствăна вăйлăрах аталантармалла? Экономика çыравĕ кăна çак тата ытти ыйтăва тĕрĕс хуравлама пултарĕ.

Паянхи Раççее ура çинче çирĕп тăракан, сулмаклăн аталанакан предпринимательсем кирлĕ. Вĕсене патшалăх енчен пулăшас тесен вара бизнесри лару-тăрăва туллин тата уççăн пĕлсе тăмалла. Предпринимательсен ĕç-хĕлне пур енлĕн кăтартакан отчетсем шăпах бизнеса тĕревлемелли тухăçлă меслетсене тупма май параççĕ. Çавăнпа экономика çыравне хутшăннин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

Предпринимательсен, пĕчĕк предприяти ертÿçисен статистика органĕсене ĕç-хĕл пирки /пĕлтĕр ĕçлемен пулсан та/ отчет тăратмалла. Хальхи вăхăтра республикăра, Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, çакăн йышши 43 пин ытла организацие регистрациленĕ. Вĕсен ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен хăйсем пирки пĕлтермелле. Отчетсене статистика органĕсене ятарлă çыхăну операторĕсем, «web-сбор» тытăм урлă, почтăпа çитерме пулать. Çавăн пекех документсене предпринимательсем хăйсем те Чăвашстата кайса пама пултараççĕ. Статистика отчечĕсене Патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă та çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Сăмах май, Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам бизнес общество апатланăвĕн çаврăнăшĕнче — 79 процент, строительствăра — 76, курттăм суту-илÿре — 59, вак суту-илÿре 50 процент йышăнать, тĕп капитала 36 процент инвестици хывать. Предпринимательсем промышленноç продукцийĕ кăлараççĕ, сĕт юр-варне тирпейлеççĕ, тумтир çĕлеççĕ. Пĕчĕк бизнес пулă, строительство материалĕсен, чÿрече, сăрă, сĕтел-пукан, кĕнеке производствинче тĕп вырăн йышăннине çирĕплетет Чăвашстат.

 

В. БАГАДЕРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика