АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алманч ял тăрăхĕн çĕнĕ пуçлăхне суйларĕç

01 апреля 2021 г.

 

Иртнĕ кунсенче Алманчри кану центрĕнче вырăнти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Долгов урăх ĕçе куçнă май ун вырăнне общество ĕçĕн хастарне Вячеслав Аврамова суйларĕç.

Вячеслав Аврамов Нимĕчкассинче çуралса ÿснĕ. Ялти пуçламăш, Супарти сакăр çул, Алманч вăтам шкулĕсенче вĕреннĕ. Алла аттестат илсен Сызрань хулинчи профтехучилищĕне токаре вĕренме кайнă, çулталăкран диплом илнĕ. Часах каччăн салтак ячĕ тухнă. Вячеслав çĕршыв умĕнчи тивĕçе Бойконурта пурнăçланă, кунтах автотранспортпа çÿреме ирĕк паракан удостоверени илнĕ. Икĕ çул салтак пăтти çинĕ хыççăн тăван ене таврăннă, Шупашкарти 1-мĕш автотранспорт предприятине ĕçе вырнаçнă. Кунта 23 çул вăй хунă, çак шутран 13 çул бригадир тилхепине тытса пынă. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн хулари троллейбус управленийĕнче тăрăшнă.

Ĕçчен те вăр-вар, ырă кăмăллă, сăпайлă каччăна килĕштерекен хĕр сахал мар пулнă. Вăл Канаш районĕнчи Сухайкасси хĕр-упраçне Антонинăна, хулари 9-мĕш ЖБКра мастерта ĕçлекенскере, куçран вĕçертмен. 1982 çулхи нарăс уйăхĕнче çамрăксем çемье çавăрнă. Туслă та килĕшÿллĕ пурăнса ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.

Вячеслав Андреевич хулара ĕçлесе пурăннă пулин те ял пурнăçĕпе кăсăклансах тăнă, çуралнă яла килсе çÿренĕ. Каярах кунтах тĕпленсе пурăнма тытăннă. Ентешĕсем унăн ĕçченлĕхĕпе хастарлăхне часах асăрханă, 2015 çулта ăна ял старостине суйланă. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, юратса пурнăçлать вăл, яланах халăх хушшинче. Нимĕчкассинче, çывăхри ялсенче вăл пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Çак тапхăрта «ял хуçи» ертсе пынипе Нимĕчкассисем чылай ĕç пурнăçларĕç. Уйрăмах тирпей-илем ыйтăвĕпе нумай ĕç тума пултарнă кунта. Çуркунне шыв-шур пĕвесене çĕмĕрсе каясран канавсене юсанă, ял çывăхне пыракан автотрасса хĕррипе тата Вăрман урамĕнчи çăл тавра хырпа чăрăш хунавĕсем лартса хăварнă. Урамсенчи çулсене юсаса çĕнетнĕ. Ача-пăча лапамĕ тунă. Ялти икĕ çăла тасатнă.

Ял старостине юратнă арăмĕ, ветерансен канашĕн членĕ Антонина Ивановна нумай пулăшу кÿрет. Хастар мăшăр ял тăрăхĕнче иртекен кашни мероприятиех хастар хутшăнать. Ĕç ветеранĕсем ялти ватăсем патĕнче те час-часах пулаççĕ, çавра кунĕсен ячĕпе ăшшăн саламлаççĕ, парнесем парса савăнтараççĕ.

Вячеслав Аврамов – Трак енри чи пултаруллă старостăсенчен пĕри. Ÿркенмен, халăхшăн тăрăшакан чăн-чăн патриот тесе каласшăн ун пирки. Ахальтен мар ĕнтĕ ял тăрăхĕн йывăр лавне туртса пыма килĕшрĕ. Пирĕн вара ăна çак ĕçре ăнăçусем сунмалли çеç юлать.

 

А. НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика