АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем — черетлĕ ларура

01 апреля 2021 г.

Район депутачĕсен Пухăвĕн çиччĕмĕш созыври черетлĕ тăххăрмĕш ларăвĕ иртнĕ.

Унта депутатсем Трак енри ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе çĕнĕ муниципаллă пĕрлешÿ туса хурас сĕнÿпе тухнă. Вĕсем йĕркелекен муниципаллă пĕрлешÿсене муниципаллă округ статусне парасшăн. Вăл вара малашне «Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕ» ятпа тăрĕ. Административлă центрĕ Красноармейски ялĕ пулĕ.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн шалти политика управленийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Сергей Тарасов, пай консультанчĕсем Анатолий Алексеев, Александр Юрков, ял тăрăхĕсен, райадминистарцин подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Сергей Николаевич республикăри муниципаллă пĕрлешÿсене çĕнетсе улăштарас ыйтупа Чăваш Ен влаç органĕсен шухăшне пĕлтернĕ, çак ĕç-хĕл йĕркине тĕплĕн уçса панă, асăннă тытăмăн ырă енĕсене палăртнă. Вăл çакна пĕлтернĕ: регион шайĕнче пилотлă проекта икĕ муниципаллă пĕрлешÿре — Красноармейскипе Çĕмĕрле районĕсенче — ĕçе кĕртме йышăннă.

Трак енри халăхăн шухăшне пĕлме тата шута илме район депутачĕсен Пухăвĕ халĕ çеç йĕркелекен муниципаллă пĕрлешÿсене муниципаллă округ статусне парас тĕлĕшпе уçă калаçусем йĕркелеме йышăннă.

 

Ю. САМСОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика