АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агрономсене çур аки канăçсăрлантарать

01 апреля 2021 г.

 

Трак енри агроинженерсен конференцийĕ иртнĕ. Ку вăл çуркуннесерен йăлана кĕнĕ мероприяти шутланать. Унта хутшăннисем ĕç çине йĕркеллĕ ирттерсе ярассине сÿтсе явнă.

Конференцире пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул республикăра техника пуш уйăхĕн çурринче уя тухнă, ял хуçалăх культурисене апатлантарма тытăннă. Ака агрегачĕсем вара пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче ирхи культурăсене варăнтарма пуçланă. Кăçалхи ÿкерчĕк вара пачах урăхла.

Канашлăва район администарцийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов уçнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçăлăхĕсене çурхи культурăсене 11609 гектар çинче акмалла. Кĕркунне кĕрхисене 5356 гектар — 5245 гектар тулă тата 111 гектар ыраш — акса хăварнă. Вĕсем аван хĕл каçнă. Пĕлтĕр çурхи ĕçсене ирттерме 2281 тонна вăрлăх хывса хăварнă, вăл мĕн палăртнине акса хăварма çителĕклĕ. Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне вăрлăхăн 96 процентне кондицие çитернĕ. 131 тонна пĕрчĕллĕ культурăсен, 60 тонна çĕр улмин элита вăрлăхне туяннă. Хуçалăхсене паянхи куна 1780 тонна /кирлин 92 проценчĕ/ удобрени пур. Пулăх тăварĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсене малалла туянаççĕ.

Конференцире «Россельхозцентр», «Агроинноваци» предприятисен, «Чăваш Ен» агрохими службин патшалăх центрĕн специалисчĕсем хутшăннă, тухса калаçнă.

Юрий САМСОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика