АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ыйтăвĕсене тишкернĕ

01 апреля 2021 г.

 

ЧР культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова районта ĕçлĕ визитпа пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Кузнецовпа тĕл пулнă, культура ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Районти культура çуртĕнче министр культура ĕçченĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулу йĕркеленĕ. Райадминистрацин социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн ертÿçи Рена Осипова иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Светлана Каликова ĕçтешĕсен умĕнче сăмах каланă. «Пирĕн умра кадр ыйтăвĕ уйрăмах çирĕп тăрать. Çамрăк специалистсене ялсене илсе килессишĕн тăрăшмалла», — палăртнă вăл. Канашлу хыççăн Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕн тата Чăваш наци библиотекин специалисчĕсем семинар йĕркеленĕ. Тĕп тема — сферăна цифровизацилесси. Юлашкинчен Светлана Анатольевна пĕлтĕр тĕпрен юсанă Упири кану центрне, вулавăша тата тавра пĕлÿ музейне çитсе курнă.

 

С. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика