АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ çул çÿревпе — Трак енре

01 апреля 2021 г.

Ĕçлĕ çул çÿревпе — Трак енре

 

Ытларикун ЧР юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов Трак енре ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă.

Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Кузнецовпа хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă çынсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе, Чăваш Енре муниципаллă нормативлă право акчĕсене регистрацилессипе, вĕсене туса хатĕрленĕ тата йышăннă чухне пахалăх шайне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Хăна райадминистраци специалисчĕсемпе тата вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе те тĕл пулнă. Дмитрий Сержантов, Александр Кузнецов тата РФ вĕрентÿпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ Светлана Суховетрюк район тата республика шайĕнчи конкурссенче палăрнă педагогсене чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика