АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхпа спорт кунĕнче

01 апреля 2021 г.

Шăматкун Трак енре Сывлăхпа спорт кунĕ иртнĕ. Район администрацийĕ тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районти уйрăмĕ спорт уявне çÿллĕ шайра йĕркеленĕ.

 «Факел» стадиона йĕлтĕр спортне кăмăллакансем чылаййăн пухăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов, ял тăрăхĕсен ертÿçисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем те старта тухнă. Александр Николаевич, вăлах «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ, йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансене саламланă, ырă кăмăл, сывлăхпа ăнăçу суннă.

Финиша Алманч, Красноармейски, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Вячеслав Аврамов, Алексей Степанов, Галина Иванова, райадминистрацийĕн специалисчĕсем Александр Яковлевпа Николай Васильев пуринчен малтан çитнĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин ĕç тăвакан секретарĕ Алина Вознесенская çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Тав çырăвĕсемпе тата парнесемпе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика