АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур енлĕ ăста

01 апреля 2021 г.

Юлашки вăхăтра райхаçатра Владислав Услин пултарулăхĕпе час-часах паллашатпăр. Сăвă та, проза та çывăх ăна.

Район хыпарçин иртнĕ номерĕсенчен пĕринче «Ĕç кĕнекинче пĕр йĕрке кăна çырăннă» интервьюне тимлĕн вуласа тухрăм. Сăмах Трак вăтам шкулĕнче ĕçлекен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Николай Кривошеев тавра сыпăнать.

Владислав Усли пултаруллă вĕрентекене, талантлă ÿнерçĕне тата ал ĕç ăстине пур енлĕн хак парса сăнлать. «Пултаруллă çын пур енĕпе те талантлă. Çакна Николай Витальевичăн кил-çуртĕнчи эрешĕсем те, ăсталăхĕн чи паха тĕслĕхĕсем те çирĕплетеççĕ. Акă вĕсен мансардăллă çурчĕ ыттисенчен хăйне евĕрлĕ илемĕпе уйрăлса тăрать. Пурнăç карапĕ тейĕн, — çирĕплетет автор, — çакна эпĕ юбилярăн кил-çуртĕнче асăрхарăм».

Владислав Усли пархатарлă, ятлă-сумлă тата чăн-чăн вĕрентекенпе тăван чĕлхепе калаçать, ăна чун-чĕререн юратса та хисеплесе ыйту хыççăн ыйту парать. «Пурнăç хăвăрт улшăнса пырать. Çĕнĕлĕхсене вĕрентсе пымасан пурнăçран та юлма пултаратпăр. Ачасемпе аслă юлташ пек ĕçлесен, хавхалантарсан ĕç конкурсĕсене хастар хутшăнма пулать, — хăй шухăшне уçать Николай Витальевич. — Учительсен ачасене информаципе тĕрĕс усă курма вĕрентмелле». Вырăнлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Вĕсене Тюмень çĕрĕнчи Покровское ялĕнче çуралнă, хăйĕн кун-çулне, ĕç биографине Трак енпе çыхăнтарнă, 38 çул вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшакан хисеплĕ вĕрентекен, сумлă ÿнерçĕ тата ăста калать.

Маншăн та Николай Кривошеев — чăваш чунлă, хастар, ĕçчен, кирек епле вăхăтра та вырăнлă пулăшу пама пултаракан тарават çын.

 

Георгий ЕФИМОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика