АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕлĕн хырăмĕ аслă

01 апреля 2021 г.

Ялта выльăх-чĕрлĕх тытаканшăн пушшех те. Хальхинче, акă, утă-улăм çителĕксĕрри пăшăрхантарать. Лупасай куç умĕнчех çÿхелет. Перекетлес тĕллевпе кăштах хыт кукарланса та пăхрăм. Сурăхсем пулсан та шĕвĕр янахĕсене мĕкĕлтеттереççĕ çеç… Хĕстернин усси çукрах. Туянмах тивет. Хаçатри пĕлтерÿре кăтартнă телефонпа шăнкăравларăм.

— Утă улăхри евĕрех сип-симĕс. Килсе илме пултаратăр. Сарайĕнче усранă. Кулянмăн… — йăл кулса сывпуллашрĕ манпа пĕлтерÿ паракан.

Халĕ утта турттарса килме транспорт шырамалла. Пуçа тăруках шухăш пырса кĕчĕ, пăталарĕ. Ара, Еншик Чуллă тăрăхĕнче çывăх юлташ пурăнать. Вăт, çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ.

— Яланах хатĕр… Йывăрлăхра пулăшмаллах, хÿтлĕхе илмеллех сана. Ялта машин-тракторлă çынна тупатпăрах. Тупатпăрах! — çирĕппĕн шантарчĕ пĕлĕш.

Чăнах та, йывăрлăхри çынна хÿтлĕхе илме яланах хатĕр иккен. Кăнтăр апачĕ хыççăнах ял çумĕнчи аслă çул çинче «Газель» курăнчĕ. Водителĕ çамрăк, вăр-варскер. Вăшт-вашт çеç хускалать.

— Пултаруллă тус-пĕлĕш тупнă эсĕ. Дисциплинăллă, чăн-чăн пулăшуçă, — хăй шухăшне уçрĕ водитель. — Çавăн пек çынсем ытларах пулинччĕ.

Çав самантрах Еншик Чуллă тăрăхĕнчи пархатарлă çынсем валли сăвă йĕркисем те капланса килчĕç.

Аслă Чуллă ути —

Сурăхсемшĕн тути.

Ал арманĕ пекех

Çаврăнаç тутисем…

 

Курăкĕ симĕсех

Улăхри çеремрен…

Тăрăшнă ĕçлесех

Вăй-хала шеллемен.

 

Чăн ĕçченлĕх пурри

Çул парать ырлăха.

Аслă Чуллă юрри

Мантарать ватлăха.

 

Георгий ЕФИМОВ-ТУСЛИ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика