АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăрчсене кĕтсе илме хатĕр

25 марта 2021 г.

Çуркунне çывхарса килнĕ май илемлĕ юрлакан кайăксене кĕтме пуçлатпăр. Кураксем çитнĕ ĕнтĕ. Шăнкăрчсем те ăшă енчен кĕçех таврăнмалла.

Илемлĕ «юрăçсем» валли вĕлле ăсталама шут тытрăм. Анчах пĕчĕкрех-çке эпĕ... Çавăнпа кукаçине пулăшма ыйтрăм. Алли ăста унăн, темĕн тума та пĕлет вăл. Кукаçи кивĕ уйран çÿпçи тупса кăларчĕ. Унпа эпир тахçантанпах усă курмастпăр ĕнтĕ. Ĕç кал-кал кайрĕ. Кĕçех кукаçин ăста алли шăнкăрч валли «пÿрт» туса та хучĕ. Шкула йăтса кайрăм ăна. Çывăхра ÿсекен çăка çине çакрăмăр. Шăнкăрчсем юрласа савăнтарччăр пире! А. АЛЕКСАНДРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика