АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янавар — Çăварни илемĕ

25 марта 2021 г.

Янавар — Çăварни илемĕ

Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Ванюшкассинче хĕле савăнăçлăн ăсатрĕç. Уява хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи Александр Терентьев хăйĕн янаварĕпе тата та илем кÿчĕ.

Ял çыннисем Тĕл пулу çурчĕ умне пухăнчĕç. Александр Ильич купăсне тăсса ячĕ, кĕçех параппан сасси илтĕнсе кайрĕ. Уява килнĕ çынсем чăтса тăраймарĕç, ташша тухрĕç. Каярах Александр уява килнисене хыçлă çуна çине лартса ярăнтарчĕ. Иртнĕ çул общество ĕçĕн хастарĕ А. Терентьев тăрăшнипе ял уявне Шупашкар артисчĕсене те чĕнсе илнĕччĕ.

Пуш уйăхĕн 8-14-мĕшĕсенче кăшăл вирусĕ алхаснă тапхăрта чирлисене сипленĕ шурă халатлисене тав тумалли акци иртрĕ. Александр Терентьев янаварĕпе Çĕрпÿ районĕнчи Анатри Кипекçи ялĕнчи уява хутшăнчĕ, медицина ĕçченĕсене ăшшăн тав турĕ, лашапа ярăнтарчĕ. Пирĕн хушăра çавăн пек кăмăллă çынсем пулни пурнăçа ырăлăх кÿрет. С. САМСОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика