АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăха юлнă чĕпписене пăрахман

25 марта 2021 г.

Тăлăха юлнă чĕпписене пăрахман

Чатукасси тăрăхĕнчи Омплеш вăрманĕнчен инçех мар вырнаçнă Пулайкасси ялĕнче çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕсем — Регинăпа Вячеслав Александровсем пурăнаççĕ. Килти хушма хуçалăхĕнче вĕсем чаплă сад çитĕнтереççĕ, тавралăха илем кÿрекен, иртсе çÿрекен çынсен чунĕсене тыткăнлакан тĕрлĕрен хитре чечек ÿстереççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ.

Вячеслав Алексеевич — запасри полици полковникĕ, Чăваш Енре пысăк хисепе тивĕçнĕскер. Трак тăрăхĕнчи паллă сунарçă, пулăçă вăл. Пултаруллă ял старости тăван тăрăхĕн малашнехи шăпишĕн ырми-канми тăрăшать, кунта йĕркелекен мероприятисене ветерансене кăна мар, яш-кĕрĕме те явăçтарать. Вячеслав Александров ялти пĕвесене юшкăнран тасатсах тăрать, вĕсене тĕрлĕ пулă ярса ĕрчетет. Вăл пĕр ăста трактористпа канашланă, ĕлĕк усă курнă «хурçă утран» гусеницăллă трактор-бульдозер ăсталама май килнĕ. Халĕ таçта тархасласа çÿремелле мар, трактор алă айĕнче пулни тĕлĕнмелле паха ĕнтĕ.

Хальхи вăхăтра Вячеслав Александров Чатукасси ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле Пулайкассинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăвас, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене сума суса палăк лартас тĕлĕшпе çанă тавăрсах ĕçлет. Чатукасси — Шупашкар рейслă автобус çÿреме пăрахни те канăç памасть полици ветеранне.

Регинăпа Вячеслав килĕнче кайăк кăвакалĕсем те çулленех ăнăçлă ĕрчетеççĕ. Кил-çурт çывăхĕнче пысăк пĕве пурри те вĕсене тытма май парать. Нарт-нарчĕсене те меллĕ. Пĕлтĕрхи çу пуçламăшĕнче вĕсен хушма хуçалăхĕнче кайăк кăвакалĕн пĕр ами вăрттăн 13 çăмартаран чĕпĕсем кăларнă. Виçĕ эрнерен хайхискерсем ÿссе тĕрекленнĕ ĕнтĕ. Регина Яковлевна вĕсене хăнăхтармалла хуллен пĕвене хăваласа кайнă. Кун каçнă хыççăн амăшĕ чĕпĕсене хăйсем хăнăхнă вырăна — киле — çĕр каçма ертсе таврăннă. Тепĕр кун ирхине кил хуçи хĕрарăмĕ вĕсене каллех асфальтлă çул урлă каçарса пĕве хĕррине çитичченех ăсатнă. Кăнтăрла иртсен Регинăпа мăшăрĕ кăвакал аçи пăлханнине асăрханă. Вăл темшĕн киле пĕчченех килнĕ, унталла-кунталла кускаланă, тем шыранă пек пăхкаласа çÿренĕ, кайран каялла пĕве патнелле утнă. Çав хушăра кил хуçисем кăвакал чĕпписемпе тем ырă мар пулса тухман-ши тесе шухăшласа илнĕ. Тепĕр çур сехетрен кăвакал аçи — чĕпĕсен ашшĕ — 13 чĕппе киле ертсе таврăннă. Вĕсем хушшинче чĕпсен амăшĕ пулман. Пăлханса ÿкнĕ кил хуçисем çухалнă кăвакал амине пĕве тавралла чылайччен шыранă. Анчах… тупайман. Вĕсем темиçе кун каялла пĕве хĕрринче тилĕ кускалса çÿренине, ăна çывăхранах курнине аса илнĕ. Çак чĕр чун тытман-ши кăвакал амине?

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 17-мĕшĕччен чĕпĕсем тĕрекленсе, вăйланса çитиччен кăвакал аçи 13-шне те хăйĕнчен уйăрмасăр пĕвене ертсе çÿренĕ, тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ. Кил хуçисем палăртнă тăрăх, пĕр чĕппи айвантарах пулнă, вăл пĕвене кайнă-килнĕ чухне ыттисемпе тан чупайман. Кăвакал аçи тимлĕскер ытти чĕпписене малалла кайма чарса ăна, кайрине, хуса çитессе кĕтсе тăнă. Хăйсем тĕллĕн ирхине пĕвене кайнă чухне те асфальт çул урлă каçнă тĕлте кăвакал аçи асăрхануллăн малтан сулахай, унтан сылтăм еннелле сăнаса пăхнă. Тавралла хăрушлăх çуккине асăрхасан лăпланса тинех малалла, хăйсем кăмăлланă вырăна, пĕве хĕррине вирхĕннĕ шыв кайăкĕсем.

Эпĕ те, çак йĕркесен авторĕ, сунарçă пулнă май, кайăк кăвакалĕсене 30 çул ытла усратăп, анчах мана кайăк кăвакал аçи тăлăха юлнă чĕпĕсене пăхса ÿстерессине хăйĕн çине илни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ, тарăн шухăша ячĕ.

Шел те, тепĕр чухне çăмăл шухăшлă хĕрарăмсем хушшинче хăйсем çуратнă пепкисене пăхманни, çут тĕнчене килнĕ ывăл-хĕрне пăхасшăн мар ача çурчĕсене пани те тĕл пулать-ха. Пирĕн, çĕр çине хăнана кăна килнисен, тĕрĕс те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансенчен анчах мар, çÿлерех асăннă пулăма тĕпе хурса кайăк кăвакалĕсенчен те ырă тĕслĕх илмелле. А. СКВОРЦОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика