АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алена Елизарова — Трак енре

25 марта 2021 г.

Алена Елизарова — Трак енре

Иртнĕ эрнере Трак енре ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова ĕçлĕ визитпа пулнă. Чи малтанах министр район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Кузнецовпа тĕл пулнă.

Унтан райадминистрацин пĕчĕк залĕнче Алена Елизарова хăй ертсе пыракан ведомствăна пăхăнакан организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ, социаллă хÿтлĕхпе тата ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Канашлура ĕçсĕр тăрса юлнисене ĕç тупса парас, нумай ачаллă çемьесене хушма пулăшу кÿрес, 3-7 çулсенчи пепкесене укçа тÿлевĕпе тивĕçтерес ыйтусене тишкернĕ. Унта çавăн пекех социаллă контракт никĕсĕ çинче пĕчĕк тупăш илекен çемьесене социаллă пулăшу парас ыйтăва та пăхса тухнă. 2020 çулта ку енĕпе Трак енре пысăк ĕç туса ирттернине палăртнă министр. Алена Елизарова кăçалтан тытăнса социаллă контракт йĕркипе пĕчĕк тупăш илекен çынсене килти хушма хуçалăха йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăрса парасси пирки пĕлтернĕ, депутатсене халăх хушшинче ку енĕпе ăнлантару ĕçне туса ирттерме ыйтнă.

Юлашкинчен Алена Елизарова министр ведомствăна пăхăнса тăракан учрежденисене çитсе курнă, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă, умри тĕллевсемпе паллаштарнă.

 

С. САМСОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика