АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн çемье — Çĕнтерÿ историйĕнче

25 марта 2021 г.

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе 2021 çула пирĕн çĕршывра Наукăпа технологи çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çавна май нарăсăн 24-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 12-мĕшĕччен Трак вăтам шкулĕнче наука декади иртрĕ.

Шкулти 1-9-мĕш классенче пĕлÿ илекен кашни вĕренекен проект çырчĕ. 2-мĕш «а» класри Мария Васильева вара хăйĕн ĕçĕпе класс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Тĕпчеве Маша «Манăн çемье — Çĕнтерÿ историйĕнче» ят панă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Трак енрен 6030 çын тухса кайнă, вĕсенчен 2162-шĕ çуралнă вырăнсене каялла таврăнайман. Мария тĕпчев ĕçĕнче ватă кукашшĕ Иван Васильевич Васильев пирки каласа кăтартать. Иван Васильев Васнар ялĕнче 1902 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче çуралнă. 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче нимĕç эшкерĕсем пирĕн çĕршыва сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Вăй питти çынсене фронта ăсатнă. Васнарти Иван Васильев та пĕрремĕшсен шутĕнче алла пăшал тытса тăшманпа çапăçма тухса кайнă.

Вĕренекене кукамăшĕн Светлана Михайловна Васильевăн тата унăн аппăшĕн Фаина Михайловна Ивановăн аса илĕвĕсем тĕпчев ĕçне пуянлатма чылай пулăшнă. Тăванĕсем, ашшĕ-амăшĕ те аякра юлман. Маша 18 слайд хатĕрленĕ. Тĕпчев ĕçне фронтовикăн архиври сăн ÿкерчĕксене, истори докуменчĕсене кĕртнĕ. «Ĕçĕн истори пайне çырса пĕтерсен хаклă çыннăмăрăн орденĕсемпе медалĕсене, 75 çул каялла панă справкăсемпе документсене, Иосиф Сталин алă пусса панă Грамотăсене тишкертĕм, Иван Васильев вăрçă хирĕнче паттăр салтак пулнине туйса илтĕм», — çырать хĕр ача.

Трак çĕрĕ паттăрсемпе пуян. Вăрçăра хастарлăх кăтартнă, хĕрÿ тытăçусенче икĕ е ытларах орден çĕнсе илнисен сăн ÿкерчĕкĕсем /вĕсем 30-ăн/ райцентрти «Мухтав аллейинче» вырăн тупнă. Çав йышра Иван Васильевăн сăн ÿкерчĕкĕ те пур. Вăл вăрçă хирĕнче Мухтав тата Хĕрлĕ çăлтăр орденĕсене, «Паттăрлăхшăн», ытти медале тивĕçнĕ.

«Эпĕ Трак вăтам шкулĕн 2-мĕш «а» класĕнче вĕренетĕп. Манăн камран тĕслĕх илмелли, ыттисене каласа кăтартмалли пурах. Мухтанатăп эпĕ ватă кукаçипе. Эпĕ ку темăпа малашне те ĕçлĕп-ха», — вĕçлет сăмахне иккĕмĕш класс вĕренекенĕ Мария Васильева.

 

Л. АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика