АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак енре яваплă тапхăра хатĕрленеççĕ

25 марта 2021 г.

Красноармейски районĕнчи ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов «Таябинка», «Красное Сормово», «Нива» хуçалăхсене çитсе курнă. «Таябинкăри» ĕç-хĕлпе унăн ертÿçи Алексей Попов паллаштарнă. Кăçал кунта çĕнĕ КЗС, 5000 тонна кĕрекен тĕш тырă управĕ çĕклесе лартма пăхаççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче пĕрлĕхре тĕш тырă пухма икĕ CLAAS комбайн туяннă, кăçал техника паркĕ икĕ Zetor тракторпа тата прицеплă КамАЗпа пуянланнă.

«Красное Сормовăра» та ырă ĕç сахал мар тунă. Яманаксем иртнĕ çул пĕр сехетре 30 тонна типĕтсе тасатакан КЗС тума тытăннă. Кăçал хуçалăхра New Holland «хурçă ут» туяннă, Кировец К-424 трактор илме килĕшÿ тунă. Нумаях пулмасть 80 тонна элита вăрлăх — 40 тонна «аксайский усатый 55» сортлă пăрçа, 40 тонна «триза» тата «ликамеро» сортлă тулă — кÿрсе килнĕ.

Александр Николаевич «Нива» ЯХПК ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленнĕ. Вĕсенче пуринче те пĕрчĕллĕ çурхи культурăсен вăрлăхне тасатса кондицие çитерессишĕн тимлеççĕ.

Кăçал районти хуçалăхсене çурхи ака ĕçĕсене ирттерме 2281 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ кирлĕ. Ăна иртнĕ çул кирлĕ чухлех хывса хăварнă. Кăçал вара хуçалăхсем 131 тонна элитлă пĕрчĕллĕ культурăсемпе, 60 тонна çĕр улмин «гала» тата «рэйнбоу» сорчĕсемпе пуянланнă.

Сергей ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика