АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Биатлонистсем тупăшнă

25 марта 2021 г.

Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнче Трак енри йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн председателĕн Игорь Дмитриевăн парнисене çĕнсе илессишĕн биатлон енĕпе район шайĕнчи ăмăртусем иртнĕ.

Спорт уявне пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Светлана Григорьева саламланă. Биатлон ăмăртăвĕ çивĕч тупăшура иртнĕ. Унта Петр Григорьев, Иван Гаврилов тата Владимир Петров малти виçĕ вырăна йышăннă. Хĕрарăмсенчен Людмила Герасимова палăрнă.

Эстафетăра «Туслăх» команда /ун йышĕнче Владимир Аркадьев, Владимир Петров, Михаил Герасимов, Виктор Иванов, Станислав Карпов пулнă/ пĕрремĕш вырăна тухнă. Иван Гавриловран, Владислав Терентьевран, Петр Яковлевран, Алексей Мефодьевран, Игорь Павловран тăракан ушкăн иккĕмĕш пулнă. Петр Григорьев, Владимир Иванов, Юрий Иванов, Исай Николаев тата Евгений Иванов ушкăнĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă. Мала тухнисене парнесемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Сергей ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика