АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç нумай

25 марта 2021 г.

Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн президиумĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçисем Лариса Анисимова, Марина Короткова, историпе таврапĕлÿ музейĕн ĕçченĕ Валентина Тихонова, ветерансен канашĕсен председателĕсем хутшăнчĕç.

Калаçăва районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Георгий Ефимов-Тусли пуçларĕ. Вăл ĕçсене кал-кал йĕркелесе пыма кăшăллă вирус самаях ура хунине палăртнă май, пур пĕр хамăр тăрăхра ыр ĕç нумай тума май килнине пĕлтерчĕ. Трак енре ветерансен организацине йĕркеленĕренпе кăçал 34 çул çитет. 2017 çултан тытăнса «Ветерансен канашĕн тăрăшуллă председателĕ» ят пама пуçăннă. Ăна тивĕçнисем районта сахалăнах мар.

Иртнĕ çул президиум членĕсем Янмурçинпа Кÿлхĕрри Карай ялĕсенче пулса курнă, унти ĕç опычĕпе паллашнă. Юрă-ташăпа спортра палăракан ветерансем те, общество ĕçĕнче маттуррисем те чылайăн, Георгий Леонидович вĕсене ятран тав сăмахĕсем каларĕ. «Пирĕн йыша çĕнĕ çынсем те хутшăнаççĕ. Красноармейскинчи Раиса Романовăна, калăпăр, президиум членĕ пулма шанчĕç. Любовь Посадскаяпа Надежда Антоновăна тата Людмила Соколовăна ветерансен Именкассинчи, Яманакри тата райпори канашĕсене ертсе пыма суйларĕç», — терĕ вăл.

Анлă ларура тухса калаçакансем чылайăн пулчĕç. Ара, ырă ĕçсем çинчен кашнинех каласа парас килет-çке. Районти историпе таврапĕлÿ музейĕн ĕçченĕ Валентина Тихонова музейĕн хăйĕн çурчĕ çуккишĕн пăшăрханса калаçрĕ, вăл Именкасси шкулĕнче вырнаçнине, унта сивĕ пулнине пĕлтерчĕ. Апла пулин те экспонатсен хисепне ÿстерсех пырассишĕн çине тăнине, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ май 9 ялти фронтра пулнă 562 çынран 190-шĕн сăн ÿкерчĕкне тупма пултарнине каларĕ. «Пирĕн патра Çĕрпÿ районĕнчен темиçе делегаци пулса курчĕ. Шуршăлсем те, Вăрнарсем те килесшĕн. Çĕнĕ музей çурчĕ пуласса кĕтетпĕр. Район ертÿçисем шантараççĕ-ха», — каласа пачĕ Валентина Аркадьевна.

Светлана Мефодьева — районти ветерансен канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ. Трак енре ырă та пархатарлă ĕçпе çине-çинех палăрать вăл. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ялсен тасалăхĕпе илемĕшĕн чылай вăй хураççĕ. Светлана Матвеевна ларура кăçал Мăн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринчи икĕ çухрăм çурăна тăсăлакан «Кедр сукмакĕпе» /ăна Раççей туризмĕн сайтĕнче те вырăн панă/ экскурсисем ирттерме тытăнасса шаннине каларĕ. Кайри Карăкри таса шывлă çăлкуç таврашне йĕркене кĕртме хатĕрленнине те пĕлтерчĕ.

Клавдия Васильева — президиум членĕ, Упи тăрăхĕнчи ĕçсемшĕн яваплă. Сăвăсем çырма та вăхăт тупать вăл, вĕсене «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетлет, Тукайăкĕ псевдонимпа кĕнекесем кăларать. Кунсăр пуçне Клавдия Ильинична — Красноармейскинчи халăх театрĕн режиссерĕ. «Пирĕн театрта тăхăр ветеран вылять, пĕри тепринчен маттуртарах. Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнине кĕтсе илме, паллах, кăшăллă вирус чăрмав кÿчĕ. Апла пулсан та хуçăлса ÿкмерĕмĕр, маларах хатĕрленĕ планпа ĕçлерĕмĕр, нумай мероприяти ирттертĕмĕр. Уйрăмах асра юлнисенчен пĕри — театр марафонĕ. Ял тăрăхĕсенчи пултарулăх коллективĕсем те хастар хутшăнчĕç унта. Хамăр ушкăнпа та тĕрлĕ фестиваль лауреачĕсен йышне кĕтĕмĕр», — терĕ Клавдия Ильинична.

 

Галина Егорова — Кÿлхĕрри Карайсем, президиум членĕ, Карай тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ, хисеплĕ çын. Вăрçăра пуç хунă паттăр ентешĕсене сума суса пĕлтĕр кĕркунне вăл çине тăнипе палăк çĕклерĕç, ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. «Кÿлхĕрринчен вăрçа 84-ăн тухса кайнă, 43-шĕ каялла таврăнайман. Пирĕн паттăрсене ялан асра тытмалла, вĕсен ырă ятне пулас ăрусем валли упраса хăвармалла. Ял-йыш çинчен кĕнеке те пичетлесе кăларма пултартăмăр. Ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕнче паян 12-ĕн. Вĕсем те, ял çыннисем те хастар. Анчах ялта клуб, халăха пухăнмалли ятарлă вырăн çук», — пĕлтерчĕ Галина Ивановна.

Альбина Дмитриева — Раççей Пенсионерĕсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕн председателĕ, президиум членĕ. «Çывăх кунсенчех Красноармейскинче «Хăçан юрлать чĕре» фестиваль иртмелле. Унта тăватă район юрăçисем хутшăнмалла. Çăва тухсан ветерансемпе спорт мероприятийĕсем йĕркелесшĕн. Вĕсемпе ытти район-хулана та тухса çÿресшĕн. Çу уйăхĕнче акă Чулхула облаçĕнчи Городец хулине кайса курас тетпĕр», — хавхаланса каласа пачĕ Альбина Ильинична.

Райпори Людмила Соколова ертсе пыма пуçланă канаш 140 ветерана пĕрлештерет. Çуралнă кунпа унчченхиллех район хаçачĕ урлă саламлаççĕ. Аслă çулсенчи юбилярсем патне килĕсене кайса ыр сунассине йăлана кĕртнĕ кунта.

Юлия Леонидова — Янмурçинсем. Пĕлтĕр Кÿлхĕрринчи Галина Егоровăпа иккĕшĕ «Ветерансен канашĕн тăрăшуллă председателĕ» ята тивĕçнĕччĕ. Кунта ял çыннисем пулăшнипе хăйне евĕрлĕ музей уçнă. Астăватăп-ха, унта районти ветерансен канашĕн президиум членĕсем те хутшăннăччĕ. Çав тери хавхаланнăччĕ Янмурçинсем, анчах хĕл сиввипе экспонатсем юрăхсăра тухасси куç кĕрет пулчĕ. Юлия Константиновна ку енĕпе район ертÿçисенчен пулăшу ыйтрĕ. Вăл Чăваш Енре 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланине ырларĕ, пухăннисене çак пулăмпа çыхăннă пĕр статьяна вуласах пачĕ.

Çапла, кăçал Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитет. Çак яваплă ĕçе хутшăннисем, шел те, çулран-çул сахаллансах пыраççĕ. Георгий Ефимов-Тусли пухăннисене хăй ячĕллĕ «Тылри халăхăн паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ» конкурса хастартарах хутшăнма йыхравларĕ.

Ларура ветерансен канашĕн председателĕн ĕçне тинтерех кÿлĕннĕ Надежда Антонова /Яманак/, Любовь Посадская /Именкасси/ тăрăшса вăй хума шантарчĕç. Президиум членĕсене ял тăрăхĕсене çирĕплетсе тухрĕç, «Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята район центрĕнче пурăнакан Светлана Матвеевна Мефодьевăна пама тăратасси çинчен йышăну турĕç. Черетлĕ мероприятие ака уйăхĕнче Чатукасси тата Пикшик ял тăрăхĕсенче ирттерме калаçса килĕшрĕç. В. ДАНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика