АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмахсем çитерчĕç

18 марта 2021 г.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне Пикшикри кану çуртĕнче ĕçлекенсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кăшăллă вирус сарăлнă вăхăтра кану çурчĕн сцени çинчен çулталăка яхăн илемлĕ юрă-кĕвĕ илтĕнменччĕ-ха.

Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем вулавăша амăшĕсене саламлама пуçтарăнчĕç. Хĕрарăмсен кунне халалланă тĕрлĕ сăвă каларĕç вĕсем. Элина Спиридонова, Изабеллăпа Матвей Степановсем юрă юрларĕç. Вулав çурчĕн ертÿçи Надежда Спиридонова вăйăсемпе конкурссем йĕркелерĕ.

«Шанчăк» ушкăн уява пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕ. «Çуркуннехи çак ытарма çук илемлĕ кун пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, ырлăх, вăрăм кун-çул, ăнланупа чăтăмлăх сунатпăр. Чунăрта çуркунне чечеклентĕр!» — çапла илемлĕ сăмахсем каласа пуçларĕ концерта ушкăн ертÿçи Лидия Иванова. Самантранах чуна тыткăнлакан хаваслă кĕвĕ çаврăмĕ чÿкенсе илчĕ те, «Шанчăк» çĕкленÿллĕн янраттарса юрă шăратма пуçларĕ. Валентина Михайлова, Галина Васильева, Надежда Спиридонова, Нина Васильева, Альбина Михайлова тата Лидия Иванова юрланă юрăсене куракансем кăмăллăн йышăнчĕç. «Аттепе анне пире пĕчĕкрен хăйсен чун-чĕре ăшшине парнелеççĕ, пурнăçра çул кăтартса пыраççĕ. Çавăнпа та эпир вĕсен умĕнче яланах çĕре çити пуç таятпăр», — тесе вĕçлерĕ уяв каçне Лидия Иванова.

Лев СОЛОВЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика