АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркуннепе ăшăннă çак кун…

18 марта 2021 г.

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ — çуркуннехи пĕрремĕш уяв. Вăл — чи ырри, савăнăçли, аннесен, асаннесемпе кукамайсен пит-куçне савăк кулăпа çутатать, хĕр-упраç кăмăл-туйăмне çутă ĕмĕтсемпе çунатлантарать.

Кĕçĕн Шетмĕри вулавăшра «Канашçă» клуб членĕсем валли «Çуркуннепе ăшăннă çак кун мĕн пур чечек, савăнăç — сире» ятлă юрă-кĕвĕллĕ, вăйăллă кану каçĕ йĕркеленĕ. Общество ĕçĕн хастарĕсене Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Ефимова та саламларĕ.

Тĕрлĕ конкурс, вăйă, шÿт, юрă-ташă уява тата та пуянлатрĕç. Хĕрарăмсем «Пĕтĕмпех хĕрарăм ячĕпе çыхăннă» викторинăра, «Хĕрарăм çинчен каланă ваттисен сăмахĕсем», «Чечек çыххи», «Ăнлан мана», «Хĕрарăм-асамçă» конкурссене хутшăнчĕç, парнеллĕ пулчĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле сиплĕ чейпе, тутлă кукăльпе, тортпа сăйланчĕç.

Вулавăшра уяв тĕлне «Çуркунне, чечекпе юрату уявĕ» кĕнекесен куравне те йĕркеленĕ. Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче вара «Хĕрарăм — çуркуннехи тĕлĕнтермĕш чечек çыххи» ятлă конкурс-кану каçĕ иртнĕ.

Валентина ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика