АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утарçăсемшĕн яваплă вăхăт

18 марта 2021 г.

Хĕл кунĕсем çуркунне еннелле сулăннă май хурт-хăмăрçăна хурт çемйисем канăç памаççĕ. Чылайччен тăракан сивĕ кунсем нумай хушă пулманччĕ-ха.

Ку пыл хурчĕсемшĕн те вырăнлах мар. Вĕлле управĕнче сăнама лартнă тĕрĕслев тараси çинчи хурт-хăмăр çемйи ытти çулсенче талăкра вăтамран 30 грамм пыл çини паллă. Кăçал вара сивĕ кунсенче 60 грамм тата ытларах та пĕтернĕ. Вăхăтра апат /канди/ е саппасри тулли пыл рамисене йăва çине хурса памасан хуртсен выçса вилес хăрушлăх пур.

Утарçăсен хурт-хăмăр çемйисемпе çыхăннă çурхи ĕçсене пурнăçлама васкамалла. Хуртсене хĕвеллĕ те ăшă кунсенче май килнĕ таран маларах вĕçтерни пахарах, мĕншĕн тесен хĕл каçа пуçтарăннă каяша вĕсен хăвăртрах тасатмалла. Çакăн хыççăн çеç вĕлле хурчĕсем тивĕçлĕ шайра ĕрчесе кайма пултараççĕ. Кăçал пушшех вĕсен пыршинче каяш ытларах пуласси куç кĕрет. Вăхăтра вĕçсе тасатаймасан пыл хурчĕсем вар витти чирĕпе /нозематозпа/ чирлеççĕ. Ун пек çемьесем хăйсем тĕллĕн çуркуннехи кунсенче кирлĕ пек аталанаймаççĕ, часах вилме те пултараççĕ. Сывă юлнисен те тухăçлăхĕ — пыл илесси — 40 % е ытларах та чакать.

Трак тăрăхĕнче утарçă-сем, Сурăм вăрманĕн çăкалăх çумĕнче уйрăмах, ытларах вăтам вырăс ăратне ĕрчетме кăмăллаççĕ. Вĕсем хушшинче карпат, приокски, ытти ăратсене усракан та пур-ха. Çавна май çакна асăнса хăварни питех те вырăнлă: хĕл каçас, нумай вăхăт хушши вĕçмесĕр тÿсес енĕпе çĕр чăмăрĕ çинче вăтам вырăс ăрачĕпе танлашаканни çук. Унăн вăтам тата хыçалти пырши чи пысăкки шутланать. Çавна пула вĕсем 6-7 уйăх таранах вĕçмесĕр чăтма пултараççĕ. Çăка вăрманĕллĕ вырăнсенче пыл хурчĕсем кашни 3-4 çултах çулçă пылĕ пуçтараççĕ. Асăннă пыл вĕлле хурчĕсене сисĕмлех /падевый токсикоз/ чирĕпе чирлеттерсе асаплантарать, вар виттине ярать. Çавна пулах кăнтăртан илсе килнĕ ăратсем çуркуннехи пĕрремĕш вĕçев тăвичченех вĕллери рамăсене, стенасене, çиелтен витнĕ пирсене каяшпа вараласа пĕтереççĕ. Çакă вара ама хурчĕсен вилес хăрушлăхне чылай ÿстерет. Çуркунне вăл вилсен çемьене упраса хăварма майсем сахалтарах. Саппас ама çук пулсан ирĕксĕрех вĕсене пĕр тăхтаса тăмасăр çывăхри начартарах йышлă çемьепе пĕрлештерсе яма лекет. Çак сăлтава пулах утарçăсем нумай шар кураççĕ. Вилнĕ çемьесен йышне ÿстерес тĕллевпе çу каçипех усăсăр тар юхтарса ĕçлеме тивет вĕсен. Çапла вара пыл сезонĕнче хуртсенчен тупăш илесси те чакать.

Чăваш Енре, кăнтăрти регионсемпе танлаштарсан, çу вăхăчĕ кĕске, çавăнпа та хурт-хăмăрçăн мĕнле ăрат ĕрчетмелли пирки тĕплĕн шухăшламалла, тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле. Сăмах май, пирĕн республикăра ĕлĕкренпех вырăнти вăтам вырăс ăрачĕллĕ пыл хурчĕсем пурăннă, ун чухне вĕсем пачах та чирлемен, ăнăçлă хĕл каçнă, тавар пылне те çемье пуçне 40-50 кг е ытларах та панă. Кăнтăрти теплица условийĕнче пурăнма хăнăхнă маткăсене чăваш çĕрне илсе килни, вĕсем пирĕн тăрăхри хуртсемпе хутшăнса тасалăхне палăрмаллах чакарни тĕрлĕ чир-чĕрпе чирлеттерсе асаплантарать. Аса илер-ха, 1997 çулхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ хурт-хăмăр ĕрчетесси пирки саккун йышăннăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн республикăна кăнтăр ăратлĕ /карпат, горный кавказ/ хурт-хăмăр çемйисен 4 рамăллă пакечĕсене, маткисене илсе килме чарнă. Пирĕн районти утарçăсен çав саккуна пăхăнмаллах — пирĕн патра сивве чăтма хăнăхнă вырăнти вăтам вырăс ăратне анчах ĕрчетмелле. Çапла туни хурт-хăмăр çемйисене ăнăçлă хĕл каçарма, ытларах продукци илме май парĕ. Вăтам вырăс ăратлă пыл хурчĕ кăштах усалтарах ĕнтĕ. Вĕсем çемьесене çумăрлă, çиллĕ тата сивĕрех çанталăкра тĕрĕсленĕ чухне сăхаççĕ. Çапах та хăнăхсан чăтма пулатех. Çакна та шута илмелле: апитерапи ăсчахĕсем палăртнă тăрăх, пыл хурчĕ сăхни короновирус инфекцийĕнчен сипленме пулăшать.

Хурт-хăмăра çĕнетес тĕллевпе эпир 1980 çултанпах таса ăратлă вăтам вырăс хурчĕн амисене Пушкăрт Республикинчи Бурзан районĕн Шульган-Таш заповедникĕнчен, Тутар Республикинчи Мамдыш районĕнчи утартан илсе килсе ĕрчетнĕ, маткисене, пакечĕсене хамăр тăрăхри чылай хуçалăх утарçине сутнă. Хальхи вăхăтра эпир Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче пурăнакан паллă хурт-хăмăр ăстипе Николай Пирожковпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Вăл çÿлте ăрата çĕнетсе ĕрчетес тĕллевпе Пермь крайĕн çурçĕр чиккинче вырнаçнă Красновишерски районĕнчи тата Красноярск крайĕнчи утарçăсем патне çулсеренех кайса çÿрет. Унти вăтам вырăс ăратлисене илсе килсе утарти хуртсен юнне çĕнетсех тăрать. Эпир те çав ăратлă хуртсен маткисене унран илсе çемьесенче хамăр меслетпе маткăсене кăларса çав ăратсене анчах ĕрчетессипе ĕçлетпĕр.

Çуркунне çывхарнă май вĕлле хурчĕсене тимлĕх нумайрах уйăрмалла. Район территорийĕнче юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсем ытларах шурă горчица акма пуçларĕç. Паллах, хурт-хăмăр çемйисем асăннă культурăран пылне те, чечек тусанне те чылай пуçтараççĕ-ха. Анчах та шел, горчица пылĕ вĕллене кĕнĕ хыççăн пĕр уйăхранах кристалланса хытма пуçлать. Çавна пулах вăл хуртсене хĕл каçарма меллĕ мар. Караслă рамăсенче çавăн пек пахалăхсăр пыла хĕл каçма хăварнă пулсан хальхи вăхăтра хуртсем кансĕрленме пултараççĕ. Çавна шута илсе йăва çине пахалăхлă пыл е чуста евĕр апат /канди/ хурса памалла. Çÿлтен илнĕ пир вырăнне полиэтилен пленкăпа хупламалла, çиелтен ăшă, типĕ материал хумалла. Çапла туни сывласа кăларнă шыв парĕсене сыхласа хăварма май парать, хуртсем вара пленка çинче çакăнса тăракан шыв тумламĕсене ĕмсе илсе карас ăшĕнчи кристалланса ларнă пыла та ирĕлтерсе çиме пултараççĕ.

Пуш уйăхĕн çурри иртсен е ака уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне хурт-хăмăр çемйисене вĕлле управĕнчен ирĕке кăларса лартиччен утарта хăш-пĕр ĕçе ырана хăвармасăр пурнăçлама тăрăшмалла. Утар территорийĕнчи вĕлле лартмалли вырăнсене тасатма юра хăвăртрах ирĕлтермелле. Юр çине кĕл, маларах хатĕрлесе хунă торф е хура тăпра сапса тухмалла. Юра кĕреçепе тăтăшах хускатса тăмалла. Кун пек туни ăна икĕ эрне маларах ирĕлсе пĕтме май парать. Хурт-хăмăр çемйине кăларнă кун тĕлне юр пĕтĕмпех пĕтмерĕ пулсан, кивĕ утă-улăм сапаласа пăрахмалла. Рубероид сарсан та вырăнлă.

Хĕвеллĕ, çилсĕр, лăпкă уяр кун, сывлăш температури сулхăнра 8 градус таран ăшăнсан вĕллесене çуллахи вырăнсене юман шалчасем е подставкăсем çине васкамасăр асăрханса кăларса лартмалла, лоток шăтăкĕсене черетпе кашни вĕлле урлă уçса тухмалла. Вĕлле тĕпĕсене вилнĕ хуртсенчен тасатмалла. Хуртсем ирĕкре вĕçсе çÿресе каяшран тасалнă хыççăн çемьесене хăвăрт пăхса тухмалла, апат хисепне утар журналĕ çинче палăртмалла. Апатсăртараххисене канди е пÿртре маларах ăшăтса хатĕрленĕ пылпа пергаллă тулли рамăсем лартса парсан вырăнлă. Нÿрелнĕ ăшă материалсене кăларса илмелле, вĕсен вырăнне типписене хурса тухмалла.

Шăшисемпе сиенленнĕ çемьери выçă, амасăр, вар виттипе чирленĕ тата йĕркеллĕ хĕл каçайман хуртсем сÿрĕк вĕçеççĕ е пачах вĕçмеççĕ. Ун пек çемьесене вĕллен малти стенки çине пурăпа паллă тумалла та çав кунах васкавлă пулăшу памалла. Утарçăн хуртсене шыв ĕçтерессине йĕркелесси пирки те манса каймалла мар, мĕншĕн тесен хурт-хăмăр çемйи çăвăрсене тăрантарма вĕллене шыв нумай йăтса килет. Вĕсем валли утарти хÿтлĕхе, хĕвел питтине шыв пички вырнаçтарса лартмалла. Шыв кăштах тăварлă пулмалла. Пĕр витре пуçне ăна 1 апат кашăкĕ чухлĕ ярса пăтратмалла. Уйрăмах çуркунне сулхăнрах кунсенче пичкере ăшă та тăварлă шыв пурри пиншер хурта çăлса хăварма май парать, малалла аталанма пулăшать.

Анатолий СКВОРЦОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика